11 декабря 2010 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе, сывă пурнăç йĕркине сарассипе тата пирус туртассине, наркоманипе токсикомание хирĕç кĕрешекен акцие хутшăнса тĕрлĕ енлĕ мероприяти иртрĕ.
«Спорт–сиенлĕ йăлана хирĕç кĕрешмелли альтернатива» акцие ăнăçлă йĕркелессишĕн план хатĕрлерĕмĕр. Спорт ăмăртăвĕсем, походсемпе экскурсисем, конкурссем, викторинăсем пулчĕç, ачасем видеороликсем курчĕç.
Акци вăхăтĕнче 5-8 классем пионерболла вылярĕç. Вăйă çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Пĕринчен тепри лайăхрах выляма тăрăшрĕç. Икĕ мечĕкпе усă курнипе вĕренекенсен тата та тимлĕрех пулма тиврĕ. Пĕр-ремĕш вырăна –8а, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне 6б тата 7а классем тухрĕç.
Аслă класра пĕлÿ пухакансем баскетболла вылярĕç. Очко çумне очко пуçтарса 11г класс çĕнтерчĕ. 10 е тата 11е классен иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсемпе çырлахма тиврĕ.
Уçă сывлăшра мечĕк хăваласси питĕ кăсăклă. 5-8 классем мини-футболла вылярĕç. Стадион ача сассипе янăраса кăна тăчĕ. Темле тăрăшсан та 8а класа çĕнтерекен пулмарĕ, вăл чемпион ятне çĕнсе илчĕ. 7а тата 6б классем те призлă вырăнсене йышăнчĕç.
Районти “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне те ачасем кашни эрнерех çÿреççĕ. Кунта та тĕрлĕ эстафета ирттеретпĕр. “Чи лайăх ишекен” ята Я.Васюткина, Р.Филиппова, Н.Ляллина, М.Исаева, С.Быков, С.Антонов, Д.Поляков, Д.Семенов, В.Раськин, А.Кошкин, А.Иванов, А.Салмин тивĕçрĕç. Вĕсене В.Карягин аслă тренер Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Çамрăк шашистсем хушшинче çĕнтерÿçĕсен ятне В. Шадиряков, Д.Хитрова, И.Халдырмин, Ф.Крылов, А.Солдатов илчĕç.
Эрех-сăрапа иртĕнни, пирус туртни çамрăксен организмĕшĕн питĕ сиенлĕ. Ачасем районти тĕп больницăри Н.Надина врач наркологпа тĕл пулчĕç. Вĕренекенсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç, кирлĕ канашсем илчĕç. Çавăн пекех “Эпир–пирус туртнипе наркомание хирĕç”, “Эпир–тĕнче хăрушсăрлăхĕшĕн” конкурс йĕркелерĕмĕр. Хăйсен тавракурăмне, маçтăрлăхне çÿллĕ шайра кăтартса Н.Кувшинов, К.Пашуткина, А.Кудрявцева, Д.Хитрова, Ю.Кошкина, Л.Арланова шкул чысне район шайĕнче хÿтĕлерĕç.
Шкулта патриотла воспитани парасси те çÿллĕ шайра. Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе пĕрле Мускаври “Автобронетанковый музей” куравра пулчĕç. Тĕрлĕ вăхăтра тата ют çĕр-шывра кăларнă танксене курса тĕлĕнчĕç. Хĕрлĕ площадьре асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Шкул ачисем районти культурăпа кану центрĕнче иртекен мероприятисене те хутшăнаççĕ. Кĕçĕн классем “Огненный лев” кайса курчĕç. Пушартан сыхланасси, шăрпăкпа выляма юраманни пирки пĕтĕмлетÿ турĕç.
Аслă класра вĕренекенсем Пушкăртран килнĕ “Симĕс беретсем” ансамбль концертне пăхса киленчĕç.
В.АНТИПОВ .