АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи утăмсем, малтанхи хаклавсем Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта,

11 декабря 2010 г.

Правительство çуртĕнче, раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче республика пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 100 кун çитнине халалласа пресс-конференци ирттерчĕ.

Тĕл пулăва акредитациленĕ 60 ытла журналист – Раççейĕн чи сумлă информаци агентствисен, республикăри, районсемпе хуласенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Президент малтан иртнĕ ытларикун хăй Раççей Правительствин ларăвне хутшăнни пирки, унта вара Çĕнĕ Шупашкар хулине Раççейĕн монохуласене пулăшмалли программăна кĕртни çинчен каласа пачĕ. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ Чăваш Ен химиксен хулин инфратытăмне аталантарма, тасатакан сооруженисене, пĕчĕк бизнеса тĕревлеме, нумай хваттерлĕ çуртсене юсама, ĕçсĕррисен шучĕпе республикăн вăтам кăтартăвĕсенчен икĕ хут ирттерекен хулара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кайĕ. Кĕмĕлĕн пĕр пайĕ килнĕ те ĕнтĕ. Раштав уйăхĕнче 788 млн тенке яхăн çитмелле.

Президент шухăшĕпе 100 кун хушши тĕплĕ пĕтĕмлетÿ тума çителĕксĕр. Апла пулин те пирвайхи утăмсене хаклама пулать. Çавна май Михаил Васильевич хăйĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май, мĕн пур сферăра малалла талпăнмаллине палăртса çитĕнÿсене инновацисем, ĕç тухăçлăхне ÿстерни çинче никĕслемелли пирки, кадрсенче чи малтанах компетентлăха, тÿрĕ кăмăллăха курса хаклани пирки па-йăррăн каларĕ.

Тĕл пулура Чăваш Ен пуçлăхĕ журналистсен экономикăпа социаллă ыйтăвĕсемпе пĕрлех хăйĕн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене те хуравларĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе сыв пуллашнă май Президент çакнашкал пресс-конференцисене ирттерессине йăлана кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ.

З. АЛЕКСАНДРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика