11 декабря 2010 г.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи ял библиотекине 1972 çулта Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем пуçтарăннă. 38 çул каялла алла аттестат илнисем тĕл пулăва Учительсен çулталăкне халалланă. Библиотекăра пĕрле вĕреннĕ ачасен шкул вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕкĕсен альбомне, çав тапхăрта хăйсене вĕрентнĕ учительсен списокне хатĕрленĕ. Кукамай-кукаçи, асатте-асанне пулма ĕлкĕрнĕ выпускниксене “Шкул çулĕсем” слайд-шоу, Митрофанов, Николаев, Калашников учительсен çемье династийĕ çинчен презентацие пурте ырă кăмăлпа йышăннă.
Çак çулта вĕренсе тухнă выпускниксен юратнă пĕрремĕш учительници Е.Матвеева (Селиванова) пулнă. Елизавета Аврамовна хăй вĕрентнĕ кашни ача çинчен ырăпа çеç аса илет.