11 декабря 2010 г.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен правительство комиссийĕн членĕсем черетлĕ ларăва пухăннă. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту – çĕр-шыв пĕлте-рĕшлĕ мероприятин Чăваш Республикинчи малтанхи кăтартăвĕсем.
Пĕтĕм халăх çыравĕн малтанласа хатĕрленĕ кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ: 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет тĕлне Л формăллă бланка Чăваш Енре ялан пурăнакан 1251,1 пин (çав шутра Шупашкарта – 463,8 пин) çынна кĕртнĕ. Республика халăхĕн йышĕнче арçынсем – 46,6, хĕрарăмсем – 53,4, хула çыннисем – 53,4, ялта пурăнакансем 46,6 процент шутланаççĕ.