11 декабря 2010 г.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ суйлав итогĕпе районти тăхăр ял поселенийĕн пуçлăхĕ улшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри–Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Секретов. Çĕнĕ хуçа
халăх шанса панă яваплă ĕçе мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пуçланă-ши; Çак кунсенче пирĕн
хаçат сотрудникĕ Владимир Алексеевичпа тĕл пулнă, ĕçри тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтнă.
Акă мĕнле хуравланă вăл:
– Çар хĕсмечĕ хыççăн хамăн ĕç стажне водительтен пуçларăм. Каярахпа ферма заведующийĕнче ĕçлерĕм. 1992-2006 çулсенче Первомайскинчи хуçалăх расчетлă суту-илÿ предприятийĕн директорĕнче тăрăшрăм. Ун хыççăн пуçтарăннă ĕç опытне тĕпе хурса “Мечта” тулли мар яваплă общество директорĕ пултăм. Ĕçĕсем пурте халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлемеллисем темелле. Çаксене шута илсех пулĕ хальхи суйлавра Первомайскинчи ял поселенинче пурăнакан халăхăн ытларах пайĕ пысăк шанăçпа хăйсене ертсе пыма суйларĕ. Вырăнти халăх мана ăнланни, паллах, çак ĕçре кăмăлтан, пуринпе те пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме хистет. Пĕрлешÿре, килĕшÿре вара вăй, тĕрек, аталану.
Пирĕн ял поселенийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсем, культура, сывлăх учрежденийĕсем, ытти организацисем пур. Малашне вĕсен вăйĕпе усă курасшăн, кашни ертÿçĕпе тĕллевлĕн ĕçлесшĕн.
Ял халăхне пăшăрхантаракан конкретлă ыйтусене татса панă çĕрте поселени депутачĕсем пысăк вăй пулса тăраççĕ. Çавăнпа та “халăх тарçисемпе” çирĕп çыхăну тытма тĕллев лартнă, чылай ыйтусене вĕсемпе сÿтсе яватпăр. Хальхи вăхăтра ял поселенине кĕрекен ертÿ-çĕсемпе специалистсем, депутатсем кашни каçах ял хуралне тухатпăр.
Халăхăн пĕтĕмĕшле проблемине татса парасси те тĕп вырăнтах пулĕ. Сăмахран, маларахри çулсенчи çу кунĕсем типĕ тăнине пула ялсенче шыв ыйтăвĕ пур çĕрте те çивĕчленчĕ. Çавăнпа малашлăхра Пăлана пĕвелесшĕн, Первомайскипе Сител хушшинчи çăл куçа тасатса тирпейлесшĕн.
Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ те хăтлă тытасси, ялсен сăн-сăпатне ырă еннелле улăштарса çĕнетесси, халăхăн пурăнмалли условисене лайăхлатасси, çамрăксене ĕç вырăнĕ тупса парасси тата ытти те–çĕнĕ ĕçри тĕп тĕллевсем. Ăна вара пĕччен мар, пĕрлехи вăйпа ĕçлесе татса парасшăн.
Калаçăва А.ЕГОРОВА
çырса илнĕ.