АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт çĕнĕлĕхсем ыйтать

11 декабря 2010 г.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Районти культура учрежденийĕсене модернизацилесси» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Унта ял поселенийĕсенчи халăх ăсталăхĕпе культура аталану центрĕсен директо-рĕсене тата библиотекарьсене йыхравланăччĕ. Тĕл пулăва культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова уçрĕ. Вăл профсоюз райкомĕ юлашки çулсенче тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, районти культура аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ял поселенийĕсенчи ĕçченсем коллективлă килĕшÿпе вăй хунине палăртрĕ.

Калаçăва район администрацийĕн социаллă аталанупа информациллĕ тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С. Викторов хутшăнчĕ. Вăл 2011 çулта ял поселенийĕсенчи культура учрежденийĕсем муниципиаллă культура учрежденийĕсене пĕрлешсе çĕнĕ типлă бюджет учрежденийĕ йĕркелессе палăртрĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика