11 декабря 2010 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи çыхăну уйрăмĕ хаçат-журнал çырăнтармалли кашни тапхăрĕнчех пысăк хастарлăх кăтартать. Вĕсем хăйсене çитернĕ плана яланах ирттерсе тултараççĕ. Çакă чăн малтанах почтальонкăсем вулаканпа пĕр чĕлхе тупнинчен килет.
Çыхăну уйрăмне 26 çул пĕр улшăнмасăр В.Храмова ертсе пырать. Валентина Владимировна Анат Туçаран вăрман çывăхĕнчи яла пуçласа ĕçлеме килнĕ те кунтах çемье çавăрнă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче çĕнĕ çын яла та, çынсене те çывăх хăнăхнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна паян халăхпа хутшăнма та çăмăл.
Т.Александровăпа Т.Солдатова почтальонкăсем хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пынăран вĕсем кашни çырăнтару тапхăрĕнчи плана ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Вăл шутра районта тухса тăракан “Авангард” хаçата та йышлăн çырăнаççĕ. Яланхи вулакансемпе почтальнкăсем те кăмăллă. Н.Тельцов, Л. Александров, П.Ларев, П.Христофоров, В.Мешков, Л.Романов, Н.Сакмарова, А.Храмов, В.Горшкова, Т.Шавиков, Г. Катыков, Н. Мешков тата ытти хăш-пĕр çемьесем пĕр çул та район хаçатне çырăнмасăр юлмаççĕ.
– Пирĕн тĕп тĕллев – вулакансен йышне ÿстересси, вĕсем патне çĕнĕ хаçат-журнала вăхăтра çитересси. Çакна пурнăçлама тăрăшатпăр та эпир,– терĕ Пăлапуç Пашьел çыхăну уйрăмĕн начальникĕ, ял поселенийĕн депутачĕ В.Храмова.
А.НИКОЛАЕВА.