11 декабря 2010 г.
Технологипе ирттернĕ олимпиада икĕ тапхăрпа пулчĕ. Пĕрре-мĕшĕнче 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Иккĕмĕ-шĕнче практика заданийĕсене
пурнăçларĕç. Хĕр ачасем “Килти культура тата ал ĕç ăсталăхĕ”, арçын ачасем “Техника тата унăн ăсталăхĕ” темăсене илчĕç.
Юлашки çулсенче Аслă Чементи вăтам шкулти Г. Фомин тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Евсеева вĕрентекен воспитанникĕсем пысăк ăсталăхпа палăраççĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче Сăкăтри вăтам шкулти А. Тимшин, Л. Яковлев, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Д. Семенов, Аслă Чементи К. Аветисян, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Такмакова, А. Кириллова, Турханти Т. Филиппова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Закирова, иккĕмĕшĕнчи Д. Юнисова, Первомайскинчи вăтам шкулти В. Павлова çĕнте-рÿçĕсем пулчĕç.
х х х
Вырăс чĕлхипе районта ирттернĕ олимпиадăна 95 вĕренекен хутшăнчĕ. 8-9-мĕш классем хушшинче Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Р. Вахитова (вĕрентекенĕ К. Уткина) пĕрремĕш, Хирти Пикшикри вăтам шкулти А. Пестрова (вĕрентекенĕ Т. Сурнаева) ик-кĕмĕш, Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А. Антипова (вĕрентекенĕ А. Бельдекова) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Вуннăмĕш классенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Тинюков, И. Федорова (вĕрентекенĕ В. Афанасьева), Турханти вăтам шкулти О. Купцова (вĕрентекенĕ Р. Родионова) призерсем пулчĕç.
Вунпĕрмĕшсенчен Туçари вăтам шкулти А. Кересева (вĕрентекенĕ А. Мулюкова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кузнецова (вĕрентекенĕ И. Терентьева), М. Соколова (вĕрентекенĕ А. Майрина) палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсен район чысне республикăра хÿтĕлемелле пулать. А. ИВАНОВА.