АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алă валли ĕç тупăнать

11 декабря 2010 г.

Унчченсенче эрех-сăра, лимонад кĕленчисене лавккасенче йышăнатчĕç, халĕ вĕсем ниçта та кирлĕ мар пулмалла. Çÿп-çап

вырăнĕсенче, ытти çĕрте йăваланса çÿреççĕ, тавралăха тирпейсĕрлетеççĕ. Ÿркенменнисем тата çĕмĕрсе те хăвараççĕ. Сителте пурăнакан Пудовкинсем вара кĕленчесене усса кĕртнĕ.

Эрех-сăра кĕленчисенчен ал ăстисем мунча тата ытти хуралтăсене мĕнле тунине хаçатра çырнине вуланă, телевизорпа курнă хыççăн Сергей те пĕр вăхăт шухăшласа çÿренĕ, унтан ĕçе пикеннĕ. Вĕлле хурчĕсен карас рамкисене çакса хумалли, упрамалли вырăн тума пуçăнать. Амăшĕпе мăшăрĕ те ун ĕмĕтне ырлаççĕ. Çапла вара çемйипех ĕçе пикеннĕ. Килти кĕленчесемпе кăна май çуккине курса кÿршисенчен те ыйтаççĕ, урамра выртса çÿрекеннисене те тиркемеççĕ. Хуралтăн тăватă кĕтесне кирпĕчрен купаланă пулсан, стенисене валли 5 пине яхăн кĕленче кайнă. Çапла Сергей чип-чипер япала ăсталаса лартнă.

–Малашне парник тума та шухăшăм пур, –тет Сергей сăпайлăн. Аллине унăнне чăннипех те ылтăн теме пулать. Пÿртри алăксене хăех эрешлесе тунă. Пĕчĕк ывăлĕ валли кровать та ăсталанă. Лавккара сутаканнисенчен нимпе те кая мар. Пурнăç веçех вĕрентет иккен, кăмăл кăна пулмалла.

–1988 çулта Сителле, анне патне куçса килтĕмĕр. Пÿрт пĕчĕкрехчĕ, вара 2000 çулта çĕннине тума тытăнтăмăр. Пысăкрах ĕçсене, купалассине, тăррине витессине çынсене явăçтарнă, ыттине хамăр вăйпах пурнăçланă. Урайне, маччине Сергейпе иксĕмĕр сартăмăр, –тет Л.Пудовкина. Людмила Васильевна тивĕçлĕ канура пулсан та пушă ларма юратмасть. Пенсие кайиччен Канаш универбазин Первомайски филиалĕнче, Первомайскинчи сĕт-çу заводĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнчи лавккара ĕçленĕ. Çав вăхăтрах çулла колхоз хирне кайма та май тупнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче тĕр тĕрлесе йăпаннă. Пÿрте кĕнĕ çĕрте, верандăра, халĕ те вĕсем килен-каян чунне уçаççĕ. Кинĕпе хунямăшĕн тăпри пĕр тесе ахальтен каламан иккен. Кил хуçин мăшăрĕ Валентина та йĕппе çиппе ĕçлеме юратать. Люда хĕрĕпе Кирилл ывăлĕ пĕчĕкреххипе ал ĕç тума хальлĕхе пушă вăхăчĕ сахалтарах.

Пудовкинсем выльăх-чĕрлĕх те нумай тытаççĕ: икĕ ĕне, пăру, сыснасем, сурăхсем, кроликсем. Кусемсĕр пуçне тата 30 çемье ытла вĕлле хурчĕ пур. Кил-çурта тытса пыма, малалла аталантарма укçа тăвас тесе тăрăшаççĕ. Çапла майпа пус çумне пус хушса мотоблок та, çăмăл машина та илнĕ. Халь çемьепе хуть ăçта кайса килме те кăмăллă.

«Ĕçлекен, ÿркенмен çын нихăçан çăмăл пурнăç шырамасть, янттине те хапсăнмасть» текен шухăшпа тухрăм Пудовкинсем патĕнчен.

Ÿкерчĕкре: Сергей Люда хĕрĕпе тата амăшĕпе кĕленчерен купаланă хуралтă умĕнче.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика