15 декабря 2010 г.
Ĕнер, раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Шупашкарта, Правительтво çурчĕн Пысăк залĕнче республикăн Патшалăх Канашĕн черетсĕр 34-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕпе республика халăхне яракан Çырупа паллаштарнă. Президентăн политика тĕлĕ-шĕнчен тĕп документĕнче республикăн çитĕнĕвĕсемпе пысăкрах пĕлтерĕшлĕ татса паман çивĕч ыйтусем, Правительствăпа Патшалăх Канашĕн вырăнти власть органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕн программисен приоритечĕсене палăртассипе çыхăннă кĕске тата нумай вăхăтлăх малашлăх çинчен калаçу пынă.
Кăçалхи Çыру Михаил Игнатьевшăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе республика халăхне пуçласа чĕнсе калани пулать.
Çитес номерте Президентăн Çырăвĕпе тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
А. ИВАНОВ.