15 декабря 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура çулталăка ăнăçлă вĕçлес, район тата ял поселенийĕсен бюджечĕсене пахалăхлă пурнăçлас ыйтусене пăхса тухнă.
Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленнĕ май, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе чăрмавсăр хĕл каçарас тĕллевпе ытти регионсенчен выльăх апачĕ туянса килес, çуракинче акмалли вăрлăхсене кондицие çитерес ыйтусене те çивĕчлетнĕ.
2011 çулччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çавăнпа та Çĕнĕ çул уявĕ кăмăллă та асра юлмалла ирттĕр тесен пурин те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, организаци- предприятисен çуртсене иртнĕ çулсенчи пекех капăрлатмалла.