15 декабря 2010 г.
Часах Çĕнĕ çул çитет. Ăна уйрăмах ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене симĕс чăрăш эрешĕ, Хĕл Мучипе Юрпике кĕтет. Симĕс чăрăш лăссисен ытамĕнчи вăйă-кулă ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхе юлать-çке. Хĕл Мучипе Юрпикерен хăйне евĕр парне-кучченеç илесси те илĕртÿллĕ, кăмăллă. Ашшĕ-амăшĕ те килĕсенче ачисем валли Çĕнĕ çул елки тума тăрăшать.
Анчах та тепĕр чухне çак савăнăçлă уяв инкек-синкекпе, хуйхăпа та вĕçленме пултарать. Пушар мĕнпур кăмăла пăсать. Çавăнпа та Çĕнĕ çул елкисем ирттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнни, вĕсене яланах асра тытни кирлĕ. Асăрханулăх пуриншĕн те тĕп вырăнта пулмалла. Уяв ирттернĕ чухне çаксене асра тытмалла:
– чăрăша ăшăтмалли система приборĕсемпе электроприборсенчен аяккарах, çирĕп те чăтăмлă тĕревпе вырнаçтармалла. Тухса çÿремелли алăксем патне пымалли çул уçă пулмалла;
– шăрпăкпа, çуртапа, бенгали çулăмĕсемпе усă курнă чухне мамăкран, хутран, хăвăрт хыпса илме пултаракан материалсенчен тунă теттесем çывăхĕнче усă курмалла мар, типĕ чăрăш хăвăрт тивсе кайма пултарать;
– капăр елка çывăхĕнче бенгали çутисене çутма, тĕрлĕрен çулăмлă фейерверксем тума юрамасть;
– елкăна илемлетме заводра кăларнă гирляндăсемпе çеç усă курмалла.
Çавăн пекех тата хăрушсăрлăх дежурствине йĕркелеме манмалла мар.
Н.НАЗАРОВ,
районти пушар хуралĕн
аслă инспекторĕ.