АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара каясси – Коституци тивĕçĕ

15 декабря 2010 г.

Çул çитнĕ çамрăк каччăсене çар хĕсметне илсе каймалли кĕркуннехи тапхăр малалла тăсăлать. “Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен” калакан Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн салтака юрăхлă кашни çамрăк каччă Конституци тивĕçне пурнăçламалла.

Çак федераллă саккунпа килĕшÿллĕн çеç граждансене çар тивĕçне пурнăçлассинчен хăтараççĕ. Анчах та хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатĕнче шутра тăракан хăш-пĕр граждансем саккуна пăсаççĕ, пăхăнмаççĕ, алла повестка илсен те чĕннĕ вырăна сăлтавсăрах пы-маççĕ, тарса, пăрăнса çÿреççĕ. Çакнашкал çамрăксене саккунпа ки-лĕшÿллĕн административлă е уголовлă майпа айăплаççĕ. Апла пулин те кашни çулах Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемелли Конституци тивĕçĕнчен тарса çÿрекенсем тупăнаççĕ. Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенче çеç 150 ытла çамрăк призыв комиссине килессинчен пăрăнса çÿреççĕ.

Нумай пулмасть районта çар хĕсметне каяссинчен пăрăнакан çамрăксемпе профилактика ĕçĕ ирттерес, тарса çÿрекенсене шыраса тупас, вĕсене салтака кайма хатĕрлес тĕллевпе канашлу иртрĕ. Унта район прокурорĕ Ю.Фуражников, Чăваш Республикинчи çар комиссарĕ А.Мокрушкин, район пуçлăхĕ Н.Глухов, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан С.Измуков, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ В.Лященко, ял поселени пуçлăхĕсем хутшăнчĕç, çар темипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Пĕрлехи канашлу хыççăн район прокурорĕ çара каяссинчен пăрăнса çÿрекен призывниксен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулу йĕркелерĕ, вĕсемпе профилактика калаçăвĕ ирттерчĕ.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика