15 декабря 2010 г.
Тулта раштав уйăхĕ шатăртатать пулин те Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пунктне кĕрсессĕн çу евĕр туйăнать. Çын çÿллĕш ÿснĕ тĕрлĕ чечек ытамне лекетĕн кунта. Илĕртÿллĕ, ăшă, ĕçченĕсем тарават. Çак шухăша çирĕплетме процедура пÿлĕмĕнчен сипленсе тухакан В.Эриванова та пулăшрĕ:
– Ялти шур халатлăскерсем чăн-чăнах мухтава тивĕç пирĕн. Пилĕк ача çуратса вĕсем патне пулăшу ыйтма сахал мар килнĕ. Нихăçан та хирĕçленине курман. Сăмахăма стена çумĕнчи Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе те çирĕплетме пултаратăп. Пăхăсăр, мĕн чухлĕ кунта.
Чăнах. Больница, район администрацийĕнчен, республикăри сывлăх министерствинчен илнисем вĕсем. Иртнĕ çул Президент грантне тивĕç пулнă. Вăрманхĕрри Шăхальсен паха ĕç опытне сарас тĕллевпе республика семинарне ирттернĕ тата ытти те.
Сиплев учрежденине вара халăх çÿретех. Пĕрне укол тумалла, тепĕрне эмел кирлĕ, виççĕмĕшĕ юн пусăмне виçтересшĕн. 765 çынлă (Ясная Полянăри 46 çын та çак фельдшерпа акушер пункчĕ çинчех тăрать) ялта çуралакан та, çитĕнекен те пурах, паллах.
– Çак кунсенче Т. Егоровăна ача çуратмалли уйрăмран илсе тухрăмăр. Татьяна Васильевна иккĕмĕшне çуратрĕ. Кăçал ял поселенийĕнче вунпĕрмĕш ача пулчĕ вăл. Çул вĕçлениччен Мукаевсен çемйине йыш хушăнасса кĕтетпĕр. Нина Николаевна пĕрремĕшне кĕтет , – паллаштараççĕ хăйсен ĕçĕпе сывлăх хуралçисем.
Ялти кашни çын шутра вĕсен. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕр участникĕ, инваличĕ, 14 тыл ĕçченĕ, тăлăха юлнă 7 салтак арăм, Чечняра, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланисем... Хăшĕсем патне графикпа килĕшÿллĕн килĕсене тухса çÿреççĕ, йывăртараххисене больницăна вырттарса сиплеме тăрăшаççĕ. Вăрçă участникĕ А. Григорьева иккĕмĕш хут сиплевре.
Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçипе пĕр сăмахра пулни ĕçре çăмăллăх кÿретех. Хуçалăхра ĕçлекенсене палăртнă вăхăтра диспансеризаци кăлараççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисене, шкул çулне çитмен ачасене те хăвармаççĕ тĕрĕслеврен.
– “Сывлăх” наци проекчĕ тивĕçлипех пурнăçа кĕтĕр тесе тăрăшатпăр, – тет сăмаха малалла тăсса фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ М. Матвеева. – Сарă чирĕнчен, грипран хÿтĕленсе вăхăтра прививкăсем тăватпăр.
Хăй çумĕнче ырă çынсем пулнипе савăнать М. Матвеева. Маларахри ăрăва (В. Волкова заведующине, А. Бородкина трахсестрана, Н. Едифанова санитаркăна) та ырăпа аса илет. Вĕсем тивĕçлĕ канăва тухса пынăран тантăшсем пĕр йăвана пуçтарăннă. Тирпей-илеме С. Васильева тытса тăрать.
Виççĕн ĕçлеççĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче. Виççĕшĕ те тантăшсем, пĕр класра вĕреннĕскерсем. Çакнашкал телей кама пÿрет-ха тата. Вунă класс хыççăн Мария Борисовна Канашри медицина училищинче пĕлÿ пухнă. М. Кошкина акушерка та çавăнтах вĕреннĕ. Анчах Мария Леонтьевнăн маларах тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме тÿр килнĕ. Турхан больницине, санэпидемстанцине те çÿренĕ вăл. Шăпа ялах çавăрса çитернĕ.
Ĕç кал-кал пырасси çемьери килĕшÿрен те килет. Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ Матвеевсем. Ăрăва малалла тăсакан 4 мăнук чупса çÿрет халĕ вĕсен.
– Мăшăрăм механизатор пулни те çăмăллăх кÿрет. Яла асфальтлă çул çитиччен васкавлă пулăшу машини патне кĕрлĕ-çурлă çанталăкра миçе çынна тракторпа ача çураттарма илсе тухман-ши; – ĕçри чăрмавсене аса илет Мария Борисовна.
Халĕ вăл енчен лайăх. Тин çуралнă ачасене, икĕ, виçĕ уйăхрисене, çулталăк тултарнисене тĕплĕн тĕрĕслесех тăраççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнчи лайăх енсем сахал мар фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсен. Çавна пула М. Матвеевăна “Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ” хисеплĕ ятпа чысланă.
А. АСТРАХАНЦЕВА.