АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

15 декабря 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев федерацин Атăл-çи округĕн Канашĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне çĕнетсе лайăхлатас ыйтупа Чулхулара ирттернĕ ларăва хутшăннă. Ăна Раççей Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота ертсе пынă.

Канаш ларăвĕнче çа-вăн пекех регионсенче наркотиксене хирĕç кĕрешмелли тĕллевлĕ программăсем хатĕрлесси, вĕсене укçа-тен-кĕпе тивĕçтересси тата пурнăçа кĕртесси çинчен калаçу пынă.

Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев çав кунах Чулхулара Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕпе Григорий Рапотăпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич полпреда кăçал пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси мĕнле пынипе паллаштарнă, çитес çулхи плансем çинче чарăнса тăнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Ен промышленность ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен тĕплĕ калаçу пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика