АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крепков Ишлĕсене те çывăх

15 декабря 2010 г.

Крепков комиссар... Районта унăн паттăрлăхĕ çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Совет влаçĕшĕн кĕрешсе пуçне хунă 28 çулхи большевик

хăйĕн юлташĕсемпе 92 çул каялла пулса иртнĕ хаяр çапăçу вырăнĕнче , Кĕçĕн Патăрьелĕнче, вĕсене асăнса лартнă палăк пур. Кунтах ял

çыннисем парк чĕртнĕ. Пире те, Ишлĕ çыннисене, Крепков ячĕ çывăх.

Эпĕ нумай çул ун çинчен тĕрлĕ материал пуçтаратăп.

Кам пулнă-ха Петр Егорович Крепков граждан вăрçиччен; Вăл Тутар республикине кĕрекен Çĕпрел районĕн Кĕçĕн Тăваньел ялĕнче 1890 çулта хресчен çем-йинче çуралнă. 1906 çулта Хурăнвар шкулĕнчен вĕренсе тухсан килĕнче пурăннă, учитель ятне илес тесе экзамена хатĕрленнĕ. 1909 çулхине вунтăххăрти каччă Чĕмпĕр гимназийĕнчен ялти учитель ятне илме экстерн майпа (васкавлă) экзамен тытать.

Пĕрле шкула çÿренĕ, çывăх юлташĕ Иван Андреевич Андреев ( вăл та учитель ятне илме экзамен тытнă) аса илĕвĕсене шыраса тупрăм.

–Вара мана Мăрат вулăсне, ăна Патăрьел вулăсне ĕçлеме ячĕç -çырнă Иван Андреевич, иртнĕ кунсене аса илсе.

Шетмĕ ялне Петр Егорович 1910 çулта ĕçлеме килнĕ. Унтанпа шăп та лăп пĕр ĕмĕр çитрĕ. Ун чухне шкулсем пурте чиркÿ çумĕнче ĕçленĕ. Пĕр класлă чиркÿ-прихут шкулĕнче 3 çул, икĕ класлинче 5 çул вĕренмелле пулнă. Шетмĕ ялĕ Ирçе Çармăс прихутне кĕнĕ. Шкул çынсем патĕнче хваттерсенче пулнă.

Петр Егоровичăн тăван йăмăкĕн, Вера Егоровнăн çырăвĕсене вуласан çакă паллă. Петр Егорович хваттерте вăрман хуралçи (лесник) патĕнче пурăннă иккен. Çакăншăн тата апат-çимĕçшĕн уйăхне тăватă тенкĕ тÿленĕ . Петр Егорович пĕррехинче килне лесник упа тытни, ăна какайĕпе хăналани çинчен çырса пĕлтернĕ.

Крепков вĕренекенĕсенчен Николай Пудович Пудова (1898-1951 ç.ç.), Владимир Львович Зверева тупса палăртрăм. Николай Пудова (ÿкерчĕкре) питĕ ла-йăх вĕреннĕшĕн тата хăйне питĕ лайăх тытнăшăн Мухтав хучĕ , Шетмĕри пĕр класлă чиркÿ-прихут шкулне вĕренсе пĕтерни çинчен панă свидетельствăсем пур манăн архивра. Мухтав хутне 1911 çулхи майăн 11-мĕшĕнче панă. Петр Егорович Крепков алă пуснă.

1910-1911 çулсенчи кил-çурт çыравĕ тăрăх, Ишлĕ тата Шетмĕ ялĕсенче пĕр лесник, Тимофей Яковлевич Сорокин пулнă. Петр Егорович,тен, вĕсем патĕнче хваттерте пурăннă. Çакна пĕлме,паллах, халĕ йывăртарах.

Николай Пудовăн хĕрĕ Зинаида Николаевна каланă тăрăх, Петр Егорович ачасене кĕнекесем суйласа илме,теттесем ăсталама пулăшнă,час-часах вăрçăлла вылянă. Сывлăх енчен те, пĕлÿ тĕлĕшпе те çывăх çын, хушнă ĕçе хытă ыйтакан учитель. Вырăс чĕлхине лайăх пĕлнĕ. Ахальтен мар вĕренекенсен пĕлĕвĕ те пысăк пулнă.

Шетмĕ ялĕнче пĕр çул çеç ĕçлеме тивнĕ Петр Крепковăн. 1911 çулта ăна Татмăш шкулне куçарнă. Яш чухнех Петр Егоровичăн организаторла пултарулăхĕ пысăк пулнă. Çав çулсенче вăл ертсе пынипе Татмăшри икĕ класлă шкул çуртне хута янă.

Петр Крепков юлташĕ Иван Андреев çырнă тăрăх, малалла вĕренес шухăш та канăç паман вĕсене. Крепковпа унăн юлташĕсем аслă шкула кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах та университета кĕме икĕ ют çĕр-шыв чĕлхи пĕлмелле пулнă. Çакă çамрăксене хăратман. Андреев, Райков тата Крепков Хусана кайнă, укçа тÿлесе студентсене тытса ют чĕлхене вĕреннĕ. Империализм вăрçи, пуртăпа каснă пекех, çамрăксен ĕмĕтне татнă. Вĕсене вăрçа илнĕ...

В.ЗАЙЦЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика