АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Минигель аппа хăйĕн телейне ĕçре тупнă

15 декабря 2010 г.

Хул-çурăмĕпе арçынран кая мар тĕреклĕ çак хĕрарăма пĕрре курсанах вăхăтĕнче йывăр ĕçре пиçĕхнине ăнлантăм. Вăл урине те йывăррăн куçарать, утти те вашават мар. Шăнкăртамра пурăнакан М.Ибрагимова пĕр улшăнмасăр 33 çул сысна пăхнă çĕрте тăрăшнă.

Çăмăл та ансат пулман унăн ĕçĕ. Унсăр пуçне пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсене те самаях парăнтарма тивнĕ. Чечек пек хитре çамрăклăхĕ хĕрачан ытла та ир татăлнă. Тутар Сăкăт чиперккине вун çичĕ çултах Шăнкăртам каччи вăрласа кайнă. Тауфик Валиулловичпа Минигель Нургалиевна çемье çавăрнă. Сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи професси училищинче ветеринар специальноçне алла илнĕскер, çамрăк кин пĕрремĕш ачи çуралсанах сысна фермине ĕçе вырнаçнă. Çамрăк ача пулнине пăхмасăрах хĕрарăм кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ евĕр ферма еннелле каякан сукмака такăрлатнă. Вĕсем коллективра тăваттăн пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ. Ф. Кралова (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Б.Кдрасова, М.Абдрахманова сысна пăхакансем пĕр çемьери евĕр ăнланса тăрăшнă. Тĕп амасене çăвăрлаттарнă, çурисене амăшĕсенчен уйăрнă, çамрăк выльăхсене тата урăх рационпа çитерсе пăхнă. Аллисенчен тулли витре, çурăмĕсем çинчен пусыпка çăнăхĕн миххи кайман. Анчах хĕрарăмсем пĕри те нихăçан та нăйкăшман. Ывăннă чухне шÿтлесе илнĕ те малалла хавхаланса ĕçленĕ. Минигель, ыттисемпе танлаштарсан, ветеринари работникĕн дипломне илнĕскер, сыснасем чирлес енне сулăннине часах сиснĕ. Çийĕнчех сипленĕ, эмел панă, укол тунă. Çамрăк çурасене май пур таран сыхласа хăварма тăрăшнă. Хăнăхнă ĕçре çул хыççăн çул хыçа хăварнă вăл. Çав вăхăтрах ачисем те пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Улттăн сак тулли пулнă вĕсем. Малтанласа тăвăр та хĕсĕк пÿртрех пысăк çемьепе пурăннă. Кăшт каярахпа вара çамрăксем уйрăм çурт лартма шут тытнă. Çынсенчен кивçен укçа пуçтарса, колхоз хăйсене ĕçленĕшĕн панă тыррине сутса малтан çурт никĕсне янă, хăпартнă, тăррине витнĕ... Каярахпа ытти хуралтисене те тунă. Мул-тупрапа уйрăлса тухман çемьене ура çине тăма çăмăлах пулман. Çав вăхăтрах ачисене те ÿстермелле. Юрать-ха, вĕсен телейне, Кзыл Чишмара пурăнакан Лейлижамал аппа çемьешĕн ют пулсан та ачисене асанне-кукамай вырăнĕнче пăхса ÿстернĕ. Ибрагимовсем ăна паянхи кун та ырăпа çеç асăнаççĕ.

Пурнăç çапла кĕрленĕ вăхăтра Минигель Нургалиевна сысна пăхакан обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупнă. Вăл тăтăшах колхоз правленийĕн членĕ пулнă. Хастар комсомолкăна, каярахпа парти членне тăтăшах пленумсенче, пысăк пухусенче сăмах панă. Ял шайĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхса палăрнă хĕрарăма пĕр хутчен мар ял, район Совечĕн депутачĕ пулма шаннă. Паян ĕç ветеранĕн çемье архивĕнче унăн пултарулăхне, ĕçченлĕхне, тÿрĕ чунлăхне ĕнентерекен нумай Хисеп грамотипе Тав хучĕ упранать. Вĕсенчен чи пахи те хисепли вара – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕç-ченĕ» хисеплĕ ята илни çинчен ĕнентерекен свидетельство. Çак пысăк чыса Минигель Нургалиевна 1973 çулта тивĕçнĕ. Телейне ĕçре тупнă çак хĕрарăмран ачисен те, мăнукĕсен те, ялти ытти çынсен те тĕслĕх илмелĕх пурах.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика