15 декабря 2010 г.
Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе утмăл пилĕк çул çитнине паллă турăмăр. Çĕр çинче çак хаяр тытăçусене хутшăннă çынсем пурришĕн савăнатăп. Вĕсем пирĕншĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçăва кĕнишĕн, тăшмана аркатса пăрахма пултарнишĕн мухтанатăп.
Первомайски ял поселенийĕнче хальхи вăхăтра ултă паттăр пурăнать. Вĕсенчен пĕри–Василий Федорович Ляков. Вăл 1922 çулта Сител ялĕнче кун çути курнă. Вун çиччĕре чух Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак асаплă та хаяр самана унăн тымар çеç яма пуçланă çутă ĕмĕчĕсене пĕтернĕ. Ваçили тете Сăр хĕррине окоп чавма çÿренĕ. Унтан таврăнсан каччă çар ĕç комиссариатĕнчен хут килессе кĕтмест, хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Çапла Сител ялĕн паттăр ывăлĕ 1942 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа фашист салтакĕсене хирĕç çапăçма пикенет. Малтан вăл Тула облаçне лекет, кайран Белоруссин пĕрремĕш фронтне куçараççĕ. Унтан вăл пушкăпа пенĕ çĕрте наводчик пулса çапăçать. Василий Федорович Брянск хулине, Украинăна, Белоруссие, Польша çĕр-шывне фашистсенчен ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăнать. Виçĕ хутчен “Паттăрлăхшăн” медале илме тивĕç пулать. Днепр юхан шывĕ урлă каçнине аса илнĕ чух ветеран куçĕ шывланчĕ. Чăнах та епле чăттăр-ха вăл: çак хаяр çапăçура унăн çывăх юлташне куç умĕнчех вĕлернĕ-çке.
Шăпа салтака тăшман çĕрĕ çине те илсе çитернĕ. Берлинра та пулнă Ваçили тете.
–Пулма пулнă, анчах та Рейхстаг патне çитсе курма май килмерĕ. Манăн унăн стени çине тăван ялăн ятне çырса хурас кăмăл пурччĕ. Паянхи кун та çавна пурнăçлайманшăн ÿкĕнетĕп,– тет ветеран.
Фронтра тĕрлĕ халăх çынни туслă та пĕр-пĕриншĕн пĕтĕм чунне пама хатĕр пулни Василий Федорович чун-чĕринче паянхи кунччен те савăнăçлă туйăм çуратать. “Çакăн пек чăмăрта пулни хаяр тăшмана парăнтарма пулăшрĕ те ĕнтĕ пире”,– тет вăл.
Салтаксене Çĕнтерĕве çывхартма медальсемпе орденсем çеç мар, ялтан ашшĕ-амăшĕнчен, тус-юлташĕнчен, савнийĕнчен илнĕ çырусем те пулăшнă. Унти кашни ăшă сăмах, кашни сас палли вĕсемшĕн хаклă пулнă.
– Ялсенче те пирĕн пекех тăшмана хирĕç пĕтĕм чунĕсене парса кĕрешни, ырми канми ĕçлени савăнтарчĕ, – аса илет ветеран.
Халĕ Ваçили тете сакăр вун саккăрта ĕнтĕ. Утмăл пилĕк çул мирлĕ пурнăçпа пурăнать. Çамрăксене, ачисемпе мăнукĕсене хăй тÿссе ирттернĕ нушаран аякра пулма пиллет. Малашне те тăнăçлă пурнăç пуласса шанать.
Ирина МАМУТКИНА.