АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

18 декабря 2010 г.

Раштавăн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Унăн темисем–Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А. Медведев Федераци Канашĕпе çĕр-шыв халăхне, Чăваш Республикин Президенчĕ

Информаци кунĕнче “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа, район пуçлăхĕпе–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе М.Петровпа тĕл пулса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă, ун хыççăн район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне хутшăннă.

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче “Муниципаллă вĕрентÿ учрежденисенче апатланăва йĕркелесси” йышăнăва çирĕплетнĕ, “Районта 2011-2016 çулсенче туризма аталантарасси”, “Районта 2011-2020 çулсенче потребительсен рынокĕпе тивĕçтерĕве аталантарасси” тĕллевлĕ программăсене йышăннă, хăш-пĕр йышăнусене улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче–районăн кăçалхи тата иртнĕ çулхи бюджечĕсене те. Çапла вара çитес çулхи бюджета депутатсем йышăннă.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ хыççăн Э.Аблякимовпа Н. Глухов Патăрьелĕнче 240 вырăнлă ача садĕнче пыракан ĕçсемпе, Сăкăтри вăтам шкулăн çĕнĕ çула хута каймалли объекчĕпе паллашнă, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика