АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçисене палăртма çăмăлах пулман

18 декабря 2010 г.

Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта час-часах тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть çак ялта çуралса ÿснĕ Марина Карягина сăвăçăн вулавĕсем иртнĕ. Унта сăвă çырма тата ăна пăхмасăр вулама юратакансемпе пĕрлех Чăваш Республикин професси писателĕсен союзĕн председателĕ С.Павлов, “ Тăван Атăл” журналăн шеф-редакторĕ, паллă журналист А.Тарасов, “Хыпар” хаçат редакторĕн çумĕ Г.Максимов, М.Карягина поэтесса хутшăннă.

Конкурса Туçа ял поселени пуçлăхĕ Н.Перепелкин уçнă, вулава хутшăнакансене пурне те ăнăçу суннă.

Вулава Туçари вăтам, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă. Йыхрава Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри шкулта вĕренекенсем те хапăл тунă.

“Марина Карягина вулавĕсем” конкурс çĕнтерÿçисене палăртма çăмăлах пулман. Çапах та жюри членĕсем Кивĕ Ахпÿртри вăтам шкулти С.Арлановăн, К.Козлован, А.Салминан, Туçари вăтам шкулти А.Табакован сăвă вулас пултарулăхне пысăка хурса хакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика