18 декабря 2010 г.
Çĕнĕ Ахпÿртри культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕ çумĕнчи “Асамат” фольклор ушкăнне пур çĕрте те тарават кĕтсе илеççĕ. Нумай пулмасть сцена ăстисем Татмăшсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Уйрăмах Г.Пыркина, Г.Сагунова, Н.Ларева, Н.Лекерова, А.Кузнецова, А.Якушкина, Е.Трифонова, С.Суркова юрланă юрăсене куракансем хапăлласа йышăннă.