АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент Çырăвне хаклаççĕ

22 декабря 2010 г.

М.Петров, район пуçлăхĕ, “Малалла” тата «Первомайск» хуçалăхсен ертÿçи: –Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва ял хуçалăх çулталăкне хак панинчен, халĕччен пулман типĕ çанталăкăн сиенĕ, малалла тăсăлакан финанспа экономика кризисĕ пирки пуçларĕ. Çакă пурне те килĕшрĕ. Патшалăх Канашне янă Çырура республика халăхĕшĕн тăрăшас ту-йăм, ĕçри çитĕнÿсене ÿстерсе пырас малашлăх сисĕнет.

Президент ял хуçалăх отрасльне аталанма условисем туса парса пулăшни, предприятисемпе организацисенче теветкеллĕ утăм тума, ăнăçлăрах та тухăçлăрах ĕçлеме çамрăксене шанни паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.

Çырура республика ертÿçи пĕлте-рĕшлĕ нумай ыйтăва хускатрĕ, çын пурнăçне лайăхлатмалли ĕçсем пирки каларĕ. Малашлăх стратегийĕ тесе шутланакан документа пысăк хак паратăп.

П.В.Ялуков, “Батыревский” акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн директорĕ:

–Питĕ вырăнлă, кирлĕ, вăхăтлă –çапла хаклатăп Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва. Президентăн Çырăвĕнче Чăваш Республикин пуласлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн пăшăрханни сисĕнет. Республика ертÿçи ял хуçалăх отрасльне пысăк тимлĕх уйăрни, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса выльăхсен йышне сыхласа хăварас тĕллев лартни, пире, хуçалăх ертÿ-çисене, вырăнсенче тата тăрăшса ĕçлеме хистет. Çамрăксен вăйне, ăс-хакăлне, пултарулăхне шанни те кăмăллă.

Ю.А.Козлова, Патăрьелĕнчи “Василек” ача сачĕн заведующийĕ:

–Президент Çырăвĕпе эпĕ питĕ çывăх паллашрăм, ăна коллективра та сÿтсе яврăмăр, унти чылай шухăша ырларăмăр. Пире уйрăмах Çырура шкулчченхи вĕренÿ учрежденисене пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарчĕ. Унта ача сачĕсенчи вырăнсен шутне ÿстермелли майсем, сахал тупăшлă çемьесене пулăшмалли мелсем пирки па-йăрлă каланă тата ытти те. Çакнашкал социаллă ыйтусен çивĕчлĕхне чакарма пулăшакан мерăсем пурнăçа кĕрсен çемье чăмăртакан çамрăксем, нумай ачаллă çемьесем те йышланĕç.

В.Н. Ягудин, район прокурорĕн çумĕ:

–Чăваш Ен Президенчĕн Михаил Игнатьевăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак докуменчĕ кашнинех, вăл шутра йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене те, 2011 çул валли тĕллевсем лартма пулăшать. Республика ертÿçи Çырура коррупцин кирек мĕнле палăрăмне те пĕтерме пултарнине каларĕ. “Чăваш Ен халăхĕн коррупципе çыхăннă кашни çыннах ятран пĕлмелле”, -терĕ вăл Патшалăх Канашне янă Çырура. Коррупципе кĕрешес ĕçре пирĕн те вырăнта тимлĕ, хастар ĕçлемелле, район территорийĕнче криминал ÿссе ан пытăр тесе тăрăшмалла.

З.Р.Алигберов, Хирти Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

– Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырури сăмахсем– кашни пуçлăхшăн, кашни çыншăн хамăр мĕн тунине тата мĕн тумаллине виçсе хакламалли программа. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма шаннă май, маншăн та кунта ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ăша илмелли пайтах. Çак тĕллевсене пурнăçлас ĕçе тĕрлĕ шайри власть органĕсем те, депутатсем те хастар хутшăнмалла.

Калаçусене А.НИКОЛАЕВА

çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика