22 декабря 2010 г.
Раштавăн 17-18-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спортзалĕнче хамăрăн ентешĕн, Раççей Геройĕн Н. Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри уçă турнир иртнĕ.
Патăрьелсем спортăн çак енĕпе лайăх кăтартусем тăваççĕ. Хальхинче те Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренер-преподавателĕ И.Алеев вĕренекенĕ А.Алеев (ывăлĕ) хăйĕн виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Хăйсен виçе категорийĕсенче Ф.Моисеевпа И.Тараков виççĕмĕш вырăн йышăннă. Федор хальхи вăхăтра Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренет. Унăн пĕрремĕш тренерĕ Ильфак Фиркатович пулнă. Ильнар Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухать (тренерĕ Ф. Чабатов).
Раççейри 10 регионтан пуçтарăннă 300 спортсмен хушшинче Патăрьел районĕн спортсменĕсем ыттисенчен палăрни савăнтарать.