22 декабря 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти уйрăмĕн – юбилей. Коллектив 20 çул çитнине паллă тăвать.
Çавна май Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникне Г. П. Синеевăна калаçăва чĕнтĕмĕр.
–Галина Петровна, вăрттăнлăхра мар пулсан, районта миçе пенсионер тата вĕсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ;
–11741 пенсионер пурăнать. Уйăхсерен кашнийĕшĕ вăтамран 5983 тенкĕ пенси илет. Е пĕтĕмĕшле района 70 млн тенкĕ ытла укçа килет.
4313 пенсионер федераллă çăмăллăхпа усă курать. Вĕсенчен 3493-шĕ социаллă тивĕçтерÿ пуххине хирĕçлерĕç, укçан илеççĕ.
–2007 çултанпа социаллă пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç те тиенчĕ сирĕн çине. Ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене паратăр.
–Çапла. Иртсе пыран виçĕ çулта 1053 сертификатпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен унта 233 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Икĕ çемье аслăрах ачисене аттес-тат илнĕ хыççăн малалла вĕрентме усă кураççĕ.
–Тивĕçлĕ канăва тухичченех пулас ĕç пенсийĕ çумне хушма страховани взносĕ хурса пырса пенси укçине ÿстерме пулать. Çакна патшалăх та ырлать, финанс тĕлĕшĕпе хушма пулăшу парать.
–2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен çак программăпа районта 705 çын усă курать. Вĕсенчен 160-шĕ 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран хушма страховани взносĕ хывса пыраççĕ.
–Граждансен ыйтăвĕсене вăхăтра та туллин тивĕçтерес енĕпе клиентсен службине йĕркеленĕ эсир.
–Çапла. Унта 3 çын ĕçлет. Кăçалхи 11 уйăхра клиент службин специалисчĕсем 10283 ыйтăва пăхса тухнă. Март уйăхĕнчен вара халăх патне вырăна тухса çÿрессине те йĕркелерĕмĕр. Район территори-йĕнче 22 консультаци пункчĕ ĕçлет.
–Галина Петровна, ĕçĕр курăмлă, йышăр та ÿссех пырать. Ытларах ватă çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕр. Юбилейпа саламланă май малашнехи ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр сире.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.