22 декабря 2010 г.
Уголовлă процессуаллă саккунпа килĕшÿллĕн милици, следстви органĕсем, суд приставĕпе патшалăх пушар службисем кирек мĕнле тунă е тума хатĕрленекен преступление те йышăнмалла, шута илмелле, тĕрĕслемелле , виçĕ талăкран кая хăвармасăр ун пирки йышăну тумалла. Ун хыççăн çеç уголовлă ĕç пуçарма пултараççĕ.
Район прокуратури кашни уйăхрах граждансен ыйтăвĕсемпе тата хыпарĕсемпе саккуна тĕпе хурса йышăну тунине тĕрĕслесе тăрать, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан кирлĕ мерăсем йышăнать. Сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа район прокурорĕн йышăнăвĕпе милицин 14 ĕçченне явап тыттарнă. Çакнашкал тĕрĕслев малалла та пырать.
Граждансен ыйтăвне е хыпарне тĕрлĕрен органсем кирлĕ пек йышăнмасан е пăхса тухмасан район прокуратурине 6-25-19 е 6-12-64 телефонсемпе шăнкăравламалла е прокурор патне кĕрсе тухма пултаратăр.
Ю.ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.