АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада çĕнтерÿçисем

22 декабря 2010 г.

Районта хими предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăна 9-11-мĕш классенче вĕренекен 72 ача хутшăннă. Ыйтăвĕсем кăткăс пулнăран-ши балсем пысăках мар. Тăххăрмĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Л. Иванов, иккĕ-мĕшне Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти Ф. Азизова, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Гранатскаяпа Первомайскинчи вăтам шкулти Е. Гусева тухнă. Вуннăмĕшсенчен малти вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Тинюков, иккĕмĕшне Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти М. Хайбуллов, виççĕ-мĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Кошкинăпа И. Федорова тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А. Иванова тухнă. Вунпĕрмĕшсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Пыркина, Аслă Чементи Д. Кудряшов, Çĕньялти И. Михеева, Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Мешков йĕркипе пăхса малти вырăнсене тухнă.

х х х

Интереслĕ те илĕртÿллĕ, çав вăхăтрах йывăр предметсенчен пĕри вăл–физика. 7-8-мĕш классенче вĕренекенсене олимпиадăра 6 задача, 9-11-мĕш классене 5 задани панă. Вĕренекенсем пуçтарнă балсем питех те çителĕксĕр пулни палăрнă. Вăл кăтартусемпе республикăна каяймастăнах. Çавăнпа та предметниксен ĕç пахалăхне лайăхлатассине тимлĕх уйăрмаллах. Ачасене вĕрентÿ министерствин сайчĕ çине кĕрсе дистанциллĕ олимпиада ыйтăвĕсене хуравлаттарса пăхни те вырăнлă пулĕ. Тен, кăтартусем кăштах урăхланĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика