АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔçРИ ОПЫТ УНШĂН çУЛ МАЯКĕ

22 декабря 2010 г.

Самана таппине кура улшăнса пыракан пурнăçра кашни ертÿçĕ яланах çĕнни, лайăххи, ырри патне ăнтăлмалла. Çавăн чухне çеç ĕçре ăнăçу, çитĕнÿ пулĕ, халăх хушшинчи хисеп те ÿсĕ.

Шăхач ял поселенийĕн пуçлăхĕн И.Васильевăн çĕнĕ ĕçре çул маякне тупма опыт çителĕклĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă агроном производствăри чылай ĕç коллективĕнче çирĕп “экзамен” тытнă. Ирĕклĕ диплом илнĕ çамрăк специалист ĕç стажне Чĕмпĕр облаçĕнче пуçланă. Агронома тÿрех пысăк хуçалăхăн управляющийĕ пулма шаннă. Çичĕ ютра та çухалса кайман вăл. Пурнăç шăпи хамăр тăрăха илсе çитерсен те специалистăн çул уçăлсах пынă. Маларах “Мир”, каярахпа “Трудовик” хуçалăхсен ертÿçи пулнă тапхăр унăн производствăри пултарулăхне, пĕр чĕлхе тупса ĕçленине çирĕплетет. Çавăн чухне шанăçа кĕрсе пысăк ĕçсем тума пултарнăранах-тăр Шăхач тата Кĕçĕн Чемен ялĕсенче пурăнакансем Иван Федорович Васильева ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма шаннă.

Çĕнĕ “тиев”, паллах, çăмăл мар. Ял поселенинче алла-аллăн килĕштерсе, тачă ĕçлеме тĕрлĕрен производство объекчĕсем те çук. Хуçалăхĕ те тупăшлă мар. Çынсем паян ытларах килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранипе пурнăçа саплаштарса пыраççĕ. Аякри хуласене кайса ĕçлесе килекенсем те нумай. Çапах та кирек мĕнле пулсан та ял поселенийĕн пуçлăхĕн халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли мĕн пур майсемпе усă курса ял сăн-сăпатне çĕнетес, май пур таран вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе ĕçлемех тивет. Шăхач ял поселенийĕн пуçлăхĕ И. Васильев малашне шăпах çак тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлесси пирки каларĕ.

– Хамăн ĕçе уйрăм коллективсемпе, хисеплĕ ватă çынсемпе, юлашкинчен халăхпа тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлне шута илнинчен пуçларăм. Мĕн пур ыйтăва депутатсемпе канашласа татса пама тăрăшатăп. Вĕсем хăйсен участокĕнчи çынсене çывăхрах пĕлеççĕ çке,-терĕ кĕскен Иван Федорович хăйĕн планĕпе паллаштарса. Çак кĕске тапхăрта ял хушшисене тирпей-илем кĕртессипе ĕçленĕ, çÿп-çап тăкмалли палăртман икĕ вырăна тасатнă, Шăхачри масар çинчи йăмрасене касса кăларнă, Кĕçĕн Чементи ĕлĕкхи çăл куçсене халăхпа пĕрле тасатса тирпейленĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра урамсенчи юра тасатса тăрассине ДПМКпа килĕшÿ йĕркеленĕ. В.Лампасов тракторист çак ĕçшĕн яваплă. Ку таранччен кăçал çула уçманнипе сиксе тухнă чăрмавсем пулман.

Ял поселенийĕн пуçлăхне пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Урамсенчи çулсене тирпейлесе хăпартасси, выльăх-чĕрлĕх каçса çÿрекен тĕп кĕперсене тăвасси, йывăр шăпаллă çемьесене, инвалидсене май пур таран пулăшасси тата ытти те çывăх вăхăтри кун йĕркинчи ыйтусем.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика