22 декабря 2010 г.
Районти тĕп библиотекăна çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем килсех тăни пире пурне те савăнтарать. Ку вăл вулакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май туса парать. Кашни уйăхрах çĕнĕ кĕнекесен выставкине улăштарсах тăратпăр, малтан хамăр тишкернĕ хыççăн, вулакансене паллаштаратпăр, презентацисем ирттеретпĕр.
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей хурлăхлă куна, Политика репрессийĕсенче хур курнисене асăнмалли куна паллă турĕ. Çак темăпа çырнă халь тухнă икĕ томлă “Чувашская республика. Книга памяти жертв политических репрессий” кĕнеке килчĕ. Эпир унăн презентацине ирттертĕмĕр. Унта районта пурăнакан аслă çулхи вулакансене (пенсионерсене) чĕнтĕмĕр. Вĕсем хăйсен аса-илĕвесене куççуль витĕр каласа кăтартрĕç. Кам çывăх тăванне, кам кÿршĕ-аршине ют çĕре асатнă самантсене куç умне кăларчĕ. Районти халăхпа ĕçлекен социаллă центр специалисчĕ Л. Мишина шар курнă çынсен списокĕпе паллаштарчĕ. «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Н. Ларионов кăçалхи юпа уйăхĕн варринче 1937–1938 çулсенче Улатăрта НКВД уйрăмĕн территоринче (халĕ «Электроприбор» завод вырнаçнă) персе пăрахнă айăпсăр çынсен ÿчĕсене чавса кăларса тĕн йăли-йĕркипе хула масарне пытарнă митиниг пирки каласа кăтартрĕ.
Синкерлĕ истори страницисем çултан-çул аякка юлса пыраççĕ пулин те таса ята тавăрнă çынсене манăçа кăларас мар тесе çак икĕ пысăк кĕнеке пичетленĕ. Ку енĕпе Чăваш республикинчи политика репрессийĕнче шар курнисен ассоциацийĕн председателĕн çумĕ А. Марков хастар ĕçленĕ. Унăн ашшĕпе амăшне те “халăх тăшманĕ” тесе Архангельск хулине ăсатнă пулнă. Çакă кăсăклантарнă та материалсем пухса кĕнеке кăларма.
Презентацие хатĕрленсе вулав залĕнче çак темăпа çырнă кĕнекесен, материалсен выставкине йĕркеленĕ. Килнĕ çынсене унпа Татьяна Витальевна Иванова библиотекарь тĕплĕн паллаштарчĕ, хăш-пĕр самантсем çинчен çырнисене вуласа пачĕ. Мероприяти чуна хумхантарса иртрĕ. Çавăн пек хурлăхлă пулăмсем тек нихăçан та çĕр çинче ан пулччăр!
Н. МАЗЯКОВА, директор çумĕ.