22 декабря 2010 г.
“Советский спорт” хаçатăн 2010 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче “Екатерина тапхăрĕ çитет!” статьяна вулама пикенсен чарăнаймарăм, вĕçне çитичченех пĕр сиктерми “шĕкĕлчерĕм”. Кунта çырса кăтартакан тĕп сăнар сайра тĕл пулакан хушамат пулни те кăсăклантарчĕ ахăр. Хураськинсем пирĕн тăрăхра та пуррине шута илсе ятарласах Каншелĕнчи Николай Егорович Хураськинпа тĕл пултăм. Ĕç ветеранĕ вара Екатерина Хураськина ашшĕ, Василий Васильевич,1963 çулта Каншелĕнче çуралнине, халĕ Мускавра пурăннине пĕлтерчĕ. Эппин Катя пирĕн ентеш те шутланать. Çавна май кĕскен унăн спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни те вырăнлă.
Екатерина 1989 çулта çуралнă, çамрăксем хушшинче тĕнче, Европа чемпионки (2009, 2010 ç), Раççей чемпионки (2010 ç), эстафетăра тĕнче чемпионки (2010 ç) ятсене мала тухса тивĕçнĕ.
Спортăн пилĕк енĕпе (пятиборье) 12-ре чухнех кăсăкланма пикеннĕ хĕр. Кунта лашапа, шывра ишессипе, фехтовани, чупассипе, пăшалтан перессипе ăмăртмалла. Паянхи кун вăл Раççейре çеç мар, тĕнчере те чи вăйлисен шутĕнче.
Е. Хураськина ĕмĕчĕ–тепĕр икĕ çултан Лондонра иртекен Олимпиадăна хутшăнасси. Мĕнех, чăваш юнĕ чупакан хĕрĕн ĕмĕчĕсем пурнăçланччăрах.
А. КОЗЛОВ.