АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энергетиксем професси кунне паллă турĕç

25 декабря 2010 г.

Раштавăн 22-мĕшĕнче вĕсене райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ И.Дикин, “Чăваш энерги сутакан компани” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Д.Гаврилов саламларĕç. И.Дикин энергетиксем палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пынине палăртрĕ.

Паяна “Чăваш энерги сутакан компани” акционерсен пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ тăватă района–Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски–пăхса тăрать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки çулсенче электроэнергипе юридикăлла сăпатсем перекетлĕрех, халăх ытларах усă курма тытăнни курăнать. Ку вăл çынсен пурнăç условийĕ лайăхланнине пĕлтерет. Çавăн пекех районти организаци-предприяти, пурăнакансем çутăпа усă курнăшăн вăхăтра татăлса пыраççĕ, парăмсем çук.

Хальхи вăхăтра компанинче 30 ытла çын вăй хурать, вĕсенчен чи маттуррисене савăнăçлă лару-тăрура Хисеп грамотисемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Энергетиксем филиалăн çĕкленекен çуртне (ÿкерчĕкре) çитсе курчĕç, хăйсен пулас кабинечĕсемпе паллашрĕç. Çĕнĕ здание 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта хута яма палăртнă.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика