25 декабря 2010 г.
Çак кунсенче тĕп хуламăрти К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Любовь Мартьянова сăвăç 60 çул тултарнине халалласа литература каçĕ иртнĕ. Сăмах ăстине чыс, хисеп тума Лидия Сарине сăвăçпа В.Туркай поэт, С.Асамат юрăç тата ытти паллă çынсем те хутшăннă, юбилярăн сăввисене вуланă, кĕвве хывнисене юрланă, унăн пултарулăхне хак панă.
Л.Мартьянован литература каçне Турханти вăтам шкулти директор çумĕ О.Андреева, кĕçĕн классене вĕрентекен И.Лещевăпа Н.Антонова хутшăннă, юбиляра литература каçалăкĕнче малашне те пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу суннă. Патăрьелсен саламĕ ăнсăртран пулман-мĕн. Студент чухне хĕрсем пĕрле вĕреннĕ, каярахпа пĕрлех ĕçленĕ.