АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлештернĕ планпа паллашма пултараççĕ

29 декабря 2010 г.

Чăваш Республикинчи прокуратура органĕсем 2011 çулта предпринимательсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслемелли пĕрлештернĕ плана туса пĕтернĕ. Унта районти патшалăх тĕрĕслев органĕсен мероприяти планĕ кĕнĕ. Тĕрĕслев органĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: Чăваш Республикин Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕ; Федераллă миграци службин Управленийĕн территори пункчĕн районти уйрăмĕ; Чăваш Республикинчи Росреестр Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ; райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕ; Патшалăх техника надзорĕн ра-йонти инспекцийĕ.

Пĕлтĕрхи пекех кăçал та районти муниципаллă тĕрĕслев органĕсемпе ял поселенийĕсем юридика пĕлтерĕшлĕ çынсене тата индивидуаллă предпринимательсене тĕрĕслеме пăхман.

Прокуратура район территоринче вырнаçнă тĕрĕслев органĕсен планне тĕрĕсленĕ, саккунпа килĕшсе тăман ĕçсене палăртнă.

Пĕрлештернĕ планпа кăсăкланакансем Чăваш Республикин прокуратура сайчĕ çине кĕрсе паллашма пултараççĕ.

Е.ИВАНОВА,

район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика