АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инçетри Япони те çывăхланать Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Мускавра Японин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвыча

29 декабря 2010 г.

Тĕл пулăва яппунсен енчен–Японин Раççейри посольствин полномочиллĕ министрĕ Манагу Миягава господин, пирĕн республика енчен РФ Суту-илÿ-пе промышленность палатин çĕр-шывсен хушшинчи ĕçтешлĕх департаменчĕн директорĕ Сергей Васильев, Президент канашçисем–ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков тата “Агарикус” АУОн генеральнăй директорĕ Александр Владимиров хутшăннă.

“Япони çĕнĕ технологисем хатĕрлесе вĕсене ĕçе кĕртес енĕпе малта пырать. Экологи, ял хуçалăхĕ, йăлари хытă каяшсене тирпейлесе утилизацилес енĕпе пушшех. Эпир малти опыта йышăнса пурнăç пахалăхне çĕклес тĕллевлĕ, – тенĕ М. Игнатьев. – Çак ĕçре çамрăксен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпа та эпир аслă вĕренÿ, кадрсем хатĕрлес, Чăваш Енпе Японин ĕçлĕ çыннисем пĕр-пĕрин патĕнче ĕçлес енĕпе тачă çыхăну тытма хатĕр”. Президент Канашри вакунсем юсакан заводра Япони оборудованине вырнаçтарнине палăртнă, унта паха продукци кăлараççĕ, ĕç тухăçлăхне пысăклатмалли майсем анлă. “Эпир тĕпе хуракан ыйтусем пĕрешкел: экологие хÿтĕлесси, ял хуçалăхне аталантарасси, ăста специалистсем хатĕрлесси”, – тенĕ М. Игнатьев.

Посол тата аслă шкулсен хушшинчи ĕçтешлĕхе аталантармаллине палăртнă. “Раççейре ĕçленĕ çулсенче эпĕ темиçе регионта пулса куртăм, вĕсен ертÿçисемпе паллашрăм. Чăваш Ен Президенчĕ чи çамрăккисенчен, хастаррисенчен пĕри. Ытларах та калам: вăл – пирĕнпе Японин Раççейри посольствин территорийĕнче тĕл пулнă пирвайхи регион лидерĕ. Эпĕ Игнатьев господина пирĕн хутшăнусене аталантарма хатĕр пулнăшăн тав тăватăп”, – тенĕ Масахару Коно.

Тĕл пулура республикăн агропромышленность комплексне аталантарассипе, бизнес сферинче икĕ еншĕн те тупăшлă никĕс çинче килĕштерсе ĕçлессипе, йăлари хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, енсем пĕр-пĕрин шухă-шĕпе паллашнă. Чăваш Енпе Япони черетлĕ тĕл пулу Мускавра е Чулхулара иртесси пирки калаçса татăлнă.

Япони–Чăваш Енĕн суту-илÿпе экономикăри ĕçтешĕсенчен пĕри. Японипе Чăваш Ен хушшинчи тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 2009 çулта АПШн 61,7 млн долларĕпе танлашнă. Японие ăсатакан экспорт тытăмĕнче тĕпрен илсен хими хутăшĕсем, хура металран тунă изделисем–375 пин долларлăх. Японирен кÿнĕ импорт 2009 çулта 61,4 млн долларлăх пулнă. Çав шутра–электричество машинисем тата оборудовани, механика хатĕрĕсем. Японие каякан продукци экспортерĕ– “Химпром” АУО, импортер– “Промтрактор-Вакун” АХО. Чăваш таможня посчĕн кăтартăвĕсем тăрăх–кăçалхи 11 уйăхра Японипе Чăваш Республики хушшинчи тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ АПШн 11 млн долларĕпе танлашнă.

Чăваш Ен Президенчĕ посола уншăн меллĕ вăхăтра Чăваш Республикине килсе курма чĕннĕ. Масахару Коно йыхрава хаваспах йышăннă.

К. ПАВЛОВ.

(ЧР ПА пресс-службин сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика