29 декабря 2010 г.
2010 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕн сучĕ пĕр предприяти ертÿçин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн ĕçне пăхса тухнă, ăна РФ УК ăн 160 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăплă тесе йышăннă. Следстви акă мĕн çирĕплетсе панă. 2006 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче ертÿçĕ хăйĕн ывăлне ĕçе илнĕ тесе суя приказ кăларнă. 2006 çулхи çурларан пуçласа 2007 çулхи чÿк уйăхĕччен ăна ĕçе тухни çинчен табель çине лартса пынă. Çак документсемпе килĕшÿллĕн ĕç укçи, пулăшу укçи, преми, хушса тÿлени, ĕçрен кайнă чухне пособи тÿленĕ. Çапла вара вăл пĕлсе тăрса 60 пин укçа вăрланă. Район сучĕн приговорĕпе предприяти ертÿçине икĕ çул хушши административлă хуçалăх ертÿçин должноçне йышăнмалли ирĕкрен хăтарнă.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче районти пĕр ял хуçалăх предприятийĕн генеральнăй директорĕ пирки те уголовлă ĕç пур. Ăна вара РФ УК ăн 159 статйин 4-мĕш пайĕпе преступлени тунă тесе тĕпчеççĕ. Ку вăл пысăк суммăллă ултавпа çыхăннă. Ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи 1992 çулта хуçалăха реорганизацилесе акционерла общество тунă тапхăрта чылай документа улăштарнă, суя устав тата 2003 çулшăн суя отчет тунă. Уставра обществăн устав капиталĕ 23 пин тенкĕ тесе палăртнă. 1996 çулхи утă уйăхĕн тĕлне вăл 18 миллион тенкĕ пулнă. Хаклă хутсене регистрациленĕ хыççăн акцисен ытларах пайне хăйне тăвас тĕллевпе суя хутсем тунă, акционерсене пĕлтерни çинчен суя реестр ха-тĕрленĕ. Юлашкинчен вара мĕнпур кирлĕ хутсене туса пĕтернĕ хыççăн акцисен 82 проценчĕн хуçи пулса тăнă.
В.ЗАЙЦЕВ,
районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.