29 декабря 2010 г.
Кăçалхи 11 уйăх хушшинче районти шалти ĕçсен пайĕн дознанин уйрăмĕн сотрудникĕсем 141 уголовлă ĕçе вĕçне çити тĕпчесе суда ярса панă.
Преступленисене илес пулсан çемьери хирĕç-тăру тĕслĕхĕсем нумай. Çакă ытларах чухне кил хуçисен яланхи ĕç вырăнĕ çуккипе те тÿрремĕнех çыхăннă, çавна пулах арçынсем ĕçкĕ-çикĕ енне туртăнни сисĕнет.
Тата ют пурлăха çаратни, çын япалисене хăратса туртса илнĕ тĕслĕхсем те пĕлтĕрхинчен ÿсни пăшăрхантарать.
Преступленисене уçса парасси, паллах, пирĕн уйрăма ăнăçлă ертсе пыракан Игорь Михайлович Киргизов милици майорĕнчен те чылай килет. Вăл тăрăшнипе эпир малтисен ретĕнче.
Е. САМАРКИНА,
райшалĕçпайĕн дознавателĕ.