29 декабря 2010 г.
Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çулпа пыракан водительсен те, çуран утакансен те тимлĕ пулмалла. Республикипе кăçалхи вунпĕр уйăхра автотранспортпа пулнă 149 аварие шута илнĕ. Вĕсенче 16 çыннăн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă, 250-шĕ аманнă. Çакнашкал синкерлĕ тĕслĕхсем пирĕн республикăра та, районта та чакчăр тесе раштавăн 14-23-мĕшĕсенче Чăваш Енре “Автобус” оперативлă профилактика операцине йĕркелерĕç.Тĕллевлĕ операцие пирĕн шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем те хастар хутшăнчĕç. Раштавăн 16-мĕшĕнче милицин ытти служба ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи рейд вăхăтĕнче çеç çул-йĕр правилине пăснă 9 тĕслĕхе тупса палăртнă, пилĕк автобуса тĕрĕсленĕ, инспекторсем вĕсенчен иккĕшĕ çул-йĕр правилине пăснине çирĕплетнĕ.
Хальхи вăхăтра районта автобуссен йышĕ нумайланчĕ. Шкул ачисене илсе çÿрекен автобус та çулсеренех ÿссе пырать. Çавăнпа та çулпа е ун айккипе пынă, çул урлă каçнă чухне никамăн та тимлĕхе çухатмалла мар.
А.КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн
уйрăмĕн инспекторĕ