АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

31 декабря 2010 г.

Учитель çулталăкĕ Сăкăт ял историнче яланлăхах çырăнса юлĕ. Кризис, экономика йывăрлăхĕнче виçĕ хутлă 320 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул хута кайрĕ. Кунта халь вĕренме пĕтĕм услови пур. Пĕлÿ çурчĕн никĕсне кăçалхи ака уйă-хĕнче янăччĕ, раштавăн 28-мĕшĕнче вара вăл ача-пăча сассипе тулчĕ. Кĕске тапхăрта, 8 уйăх хушшинче, капăр та хăтлă кермен çĕкленчĕ.

Сăмах май, Шăнкăртамри иккĕмĕш шкула та çакăн пек хăвăртлăхпа хута янăччĕ. Сăкăт ял халăхĕпе савăнăçа пĕрле пайлама Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, Патăрьел район пуçлăхĕ – Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, ЧР Президенчĕн советникĕ М.Петров, район администраци пуçлăхĕ Н.Глухов тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев Сăкăт халăхне, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене çĕнĕ шкул хута кайнă ятпа тата Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕ, пĕлÿ çуртне стоматологи кабинечĕ валли çĕнĕ оборудовани парнелерĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич çак шкула хута яма республика бюджетĕнчен 115 миллион тенке яхăн уйăрнине пĕлтерчĕ.

– Ку çĕнĕ шкул пирĕн пĕрлĕхлĕ вăйпа çĕкленчĕ,– терĕ М.Игнатьев.–Çамрăксене шанмалла! Пирĕн тивĕçлĕ ăру çитĕнтермелле. Малашне Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çĕр-шывăн чи ла-йăх аслă шкулĕсене професси илме ăс пухма кĕме пултарччăр.

Çĕнĕ шкула тунă çĕрте тĕп подрядчик тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿ тăрăшрĕ. Унăн ертÿçи Р.Абдулвалеев шкул директорне А.Падусева çĕнĕ çурт паллине, çăра уççи пачĕ. Директор шкулшăн пурне те тав турĕ.

Республика пуçлăхĕ тата ыттисем шкулпа тĕплĕн паллашрĕç. Кĕçĕн классен, акăлчан, информатика кабинечĕсене, библиотекăна, фитнес тата спорт, тренажер, кĕрешÿ залĕсене, стоматологи, врач кабинечĕсене çитсе курчĕç. М.Игнатьев ачасемпе калаçрĕ, вĕсем мĕнле вĕреннипе кăсăкланчĕ.

–Лайăх вĕренĕр, ун чухне пурнăçра пысăк çитĕнÿсем те тăватăр, эпир вара сирĕнпе мухтанăпăр, – терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех учительсене Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче вырăс чĕлхипе кăтартусене пысăклатма тĕллев лартма хушрĕ. Михаил Васильевич тухтăрпа калаçнă чухне ачасене диспансеризаци витĕр кăларнă хыççăнхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе те интересленчĕ, вĕренекенсен сывлăхне лайăхлатассишĕн халь тата та ытларах ĕçлемеллине каларĕ.

Шкулпа паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ акт за-лĕнче ял халăхĕпе, педагогсемпе тĕл пулчĕ. Вăл хăй Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăнни, республикăна 500 миллион тенкĕлĕх кредит уйăрса парасси пирки калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ.

–Чăваш Ен – нумай нациллĕ республика. Эпир пĕр çемьери пек пурăнатпăр, пирĕн туслăха, ăнланулăха тата ытларах хакламалла, упрамалла,– терĕ М.Игнатьев хăйĕн калаçăвĕнче. Республика пуçлăхĕ педагогсене Учитель çулталăкĕ ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Кайран пурте концерт курса киленчĕç.

Сăкăт шкулĕнче хальхи вăхăтра 233 ача вĕренет, вĕсене ăс парассишĕн 32 педагог тăрăшать. Çакăн пек пысăк пĕлÿ çурчĕшĕн кун чухлĕ ача сахал. Çитес вĕренÿ çулĕнче 10-11 класа кунта Кзыл Чишмаран, Красномайскинчен тата Алманчăран шкул автобусĕпе çÿреме тытăнаççĕ.

Президент Сăкăтсемпе сыв пуллашнă май пурне те тепĕр хут Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕ, ял çыннисене çитĕнÿсем тума сунчĕ.

О.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика