АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

31 декабря 2010 г.

Вĕрентекен çулталăкĕ вĕçлениччен шутлă сехетсем çеç юлчĕç. Районти 611 педагог çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçри хăш-пĕр пĕтĕмлетĕве тума та май пур. Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраççĕ вĕсем; Çак тата ытти ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн директорне Ю. Мироновăна.

–Ĕçĕн результатне ытларах чухне Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен, районти, республикăри, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссен кăтартăвĕсемпе хаклаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăтам шкул пĕтерекенсем математикăпа ППЭ тытнă вăтам балĕ 49,57 танлашрĕ. Республика шайĕнчи кăтарту вара 51,8. Вырăс чĕлхипе те çавах. Районти ачасен пĕлĕвне 59,39 балпа хакланă. Çав вăхăтрах республикăри вăтам кăтарту 62,87 пе танлашать. Ку енĕпе пирĕн ĕçлемеллех.

Çапах та республика шайĕнчи призерсене те палăртса хăварас килет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Пыркина, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Антонова чăваш чĕлхипе тата литературипе, Туçари вăтам шкулти А. Кошкин, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Э. Тихонов географипе, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Туктанова вырăс литературипе, Аслă Чементи вăтам шкулти В. Фролов физкультурăпа, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти В. Савдерова интелектуаллă вăйăпа, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абейдуллова, иккĕмĕшĕнчи Д. Юнисова, Тутар Сăкăтĕнчи Д. Хайбуллова тутар чĕлхипе, литературипе мала тухрĕç.

Дистанциллĕ олимпиадăсене явăçса пыраççĕ. Первомайскинчи вăтам шкулти 6 ача вырăс чĕлхипе республика призерĕсем пул-чĕç.Тутар Сăкăтĕнчи 12 ача регионсем хушшинче конференцинче çĕнтерчĕç.

–Юлия Алексеевна, сирĕн ĕçре педагогика кадрĕсен професси ăсталăхне ÿстерме май паракан методика условийĕсем туса парасси тĕп вырăнта тăрать...

–Çапла. Ку тĕлĕшпе шкул директорĕсен вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе семинарсем йĕркелетпĕр. “Çавра сĕтел” хушшинче актуаллă ыйтусене çĕклетпĕр.

Тĕрлĕ предметпа пĕлÿ парас ĕçри çĕнĕлĕхе методистсемпе сÿтсе яватпăр. Центр кана-шĕнче чи эффективлине суйласа илсе педагогсем патне çитеретпĕр. Учитель хăйĕн професси шайĕнчи ăсталăхĕ ÿссе пынине “Лайăх проект” конкурса хутшăнса та кăтартма пултарать. Çав ĕçе вара эпир методика пĕрлешĕвĕсен ларăвĕсенче, секциллĕ занятисенче саратпăр. Е тата 150 педагог вĕрентÿ процесне педагогика технологийĕсене эффективлă ĕçе кĕртмелли чи лайăх мелсене кăтартас тĕллевпе районти смотр-конкурса хутшăнчĕ. Вĕсен ĕç опычĕпе паллаштаратпăр. Чылай чухне ĕçре массăллă информаци хатĕрĕпе–пичетпе усă куратпăр. 2011 çулта “Внедрение педагогических технологий в образовательный процесс” статьясен иккĕмĕш пуххине пичете хатĕрлесе çитерессе шанатпăр.

Туçари вăтам шкулта вĕрентекенсем “Педагог çитĕнĕвĕ”, “Дневник.ру” проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ. Турханти вăтам шкул “Манăн вĕрентÿ” инноваци проектне ĕçе кĕртес енĕпе республикăри сăнавлă площадка шутланать.

–Вĕренекенсем тарăн пĕлÿ илесси педагог ăсталăхĕнчен килетех ĕнтĕ.

–Тĕрĕсех. Педагогсем урок ирттернипе çеç çырлахмаççĕ. Ялан ĕçлĕ шыравра вĕсем. Конкурссене хутшăнаççĕ. “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе пуçарнă тупăшăва 24 учитель хутшăнчĕ, вĕсенчен 12-шĕ çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Професси ăсталăхĕшĕн тата вĕрентĕве тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Туçари вăтам шкулти географи учителĕ Л. Карягин, Аслă Чементи вăтам шкулти истори учителĕ В. Мурзакаев , Хирти Пикшикри вăтам шкулти географи учителĕ Э. Молотков, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти истори учителĕ Н. Андреева республика Президенчĕн премине тивĕçрĕç. Пирĕн центр шăпах вĕсен ĕçне анлăн сарас енĕпе те тимлет ĕнтĕ.

–Вĕрентÿ бази тата методика центрĕн ытти пулăшу ĕçĕ çинче чарăнса тăраймастăр-и;

–Кĕнекесене бюджет укçи-тенкипе илесси лайăхланать. Чăваш чĕлхипе, литературипе те вĕрентÿ программипе кирлĕ кĕнекесем шкулсенче çителĕклех. 1265 кĕнеке тутар чĕлхипе тата литературипе килчĕ. Информаципе методика центрĕнче вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ валли те консультаци илме пулать. Пĕчĕк комплектлă шкулсенче тĕрлĕ предмет илсе пыракан учительсем валли те кирлĕ пулăшу пурах.

Шкулти кашни учитель урока компьютер пулăшăвĕпе ирттернинчен халĕ тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ.

–Педагогика кадрĕсен квалификацине ÿстерес ĕçе мĕнле йĕркелесе пыратăр;

–Учительсемпе ертсе пыракан ĕçре вăй хуракансем ятарлă курссенче пулаççĕ, аттестаци витĕр тухаççĕ. Педагогсен 10 проценчĕ аслă категориллĕ. 406-пĕрремĕш, 145-шĕ иккĕмĕш категорипе ĕçлеççĕ.

2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен аттестаци йĕрки улшăнать. Чылай учителĕн хăйĕн сайчĕ пур. Методика портфолионе йĕркеленĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсем “Перспективлă сăнавлă программăпа” ĕçлеççĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнчен Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕн иккĕмĕш тапхăрĕпе ĕçлессине мала хураççĕ методистсем.

–Юлия Алексеевна, мĕн лайăххи хамăртах юлать. Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май хăш-пĕр шкул администрацийĕсен çителĕксĕр ĕçне палăртса мĕн каланă пулăттăр;

–Вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕрлĕ конкурса, инновациллĕ проектсене хутшăнма анлăн явăçтарас килет, паллах. Вĕсенче лайăх кăтартусем туни камшăн япăх; Çавăнпа та Пăлапуç Пашьел, Алманчă, Нăрваш Шăхаль тата ытти хăш-пĕр шкул ертÿçисен ĕç çине витĕмлĕрех пăхас пирки шутламалăх пурах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика