АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире туслашнăшăн, пире шанса ĕненнĕшĕн!

14 января 2011 г.

Çапла, вулакансен йышĕ ÿссе пыни пире, хаçатçăсене, савăнтарать. Çав вăхăтрах халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тата яваплăрах, тăрăшуллăрах пулма хистет. Акă, 2010 çула 4216-ăн вĕçлерĕмĕр пулсан, Кролик çулталăкне вара 4596-ăн кĕтĕмĕр! Çырăнса ĕлкĕрейменнисем пирĕн йыша нарăс уйăхĕнчен хутшăнма пултарĕç.

2011 çул–“Авангардшăн” питех те паллă çул. Район хаçачĕ тухма пикеннĕренпе 80 çул çитет. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1931 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Юбилейччен вăхăт пĕр уйăхран та катăлчĕ. Çавăнпа та “Авангарда”–80 çул” рубрика уçас терĕмĕр. Ырă пуçарăва пурнăçласа тăван хаçатăмăрпа çыхăннă аса илÿсене халăх патне çитересшĕн.Тархасшăн, ан ÿркенĕр, çырса пĕлтерĕр е редакцие кĕрсе тухăр. Çав вăхăтри сăн ÿкерчĕксемпе авалхи документсене те хапăл тăватпăр. Çакнашкал материалсене çулталăк тăршшĕпех йышăнăпăр.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Çапла пĕрле тăрăшсан Юхмапа Пăла тăрăхне çутатакан хаçата тата кăсăклăрах, хыпарсемпе пуянрах тăвăпăр, хамăр йыша ÿстерсех пырăпăр. З. АЛЕКСАНДРОВА,

“Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика