АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулти пĕрремĕш вулакан

14 января 2011 г.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотека 2011 çулта кăрлачăн 5-мĕшĕнче хăйĕн яланхи вулаканĕсене йышăнма пикенчĕ. Тăманлă çанталăк та чăн-чăн кĕнеке тусĕсене хăратайман. Кăçал та иртнĕ çулхи пекех Н.Шадрикова пенсионерка ячĕпе вулаканăн пĕрремĕш номерлĕ формулярне çырнă. Нина Николаевна мĕн çамрăкранпах илемлĕ литература вулама юратать. Хальхи вăхăтра чăваш писателĕсен произведенийĕсемпе кăсăкланать. Унăн чи кăмăллакан журналĕ– “Тăван Атăл”. Çĕнĕ çулта та чăн малтан унăн юлашки номерĕсемпе паллашнă. Унсăр пуçне Г. Красновăн “Пуçсăр юланутсен эскадронĕ” кĕнекене çырăннă. Хастар пенсионеркăна Л.Хитрова библиотекарь 2011 çулхи календарь парнеленĕ, вулавăшпа çирĕп çыхăну тытнăшăн тав тунă.

Вулав залне вара кăçал пĕрремĕш хут Шупашкарти аслă шкулта вĕренекен М.Александрова студентка çырăннă. Вăл ытларах тĕрлĕ енлĕ литературăпа паллашма кăмăллать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика