14 января 2011 г.
Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăва Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе саламланинчен тата уяв каникулне хакланинчен пуçланă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин 2010 çулăн малтанлăха тунă экономика пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн промышленноç производствин индексĕ 2009 çулхи шайран 115,5-115,7 процентпа танлашнă.
Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2010 çулхи бюджета пурнăçлани çинчен отчет тунă.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров 2010 çулта пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе мĕнлерех ĕçлени çинчен каласа панă. 868,334 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 2009 çулхипе танлаштарсан–101,9 процент.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕш тырă рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăн апат-çимĕçлĕх, фуражлăх тата комбикорм хатĕрлемелли тĕш тырă саппасĕсем кирлĕ чухлĕ пухăннă, вĕсем лару-тăрăва çĕнĕ тырăчченех йĕркеллĕ шайра тытса тăма çителĕклĕ.
Чăваш Ен Президенчĕ республикăн культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕн должноçне Лира Тазетдиновăна уйăрса лартни çинчен евитленĕ, хăй Анатолий Чубайспа тĕл пулма хатĕрленнĕ май тата федерацин Чăваш Енре пурăнакансен пысăк пайĕн интересĕсене пырса тивекен саккун акчĕсем вăя кĕнĕ май министрсене тивĕçлĕ хушусем панă.