14 января 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнче йĕркелекен Координаци канашлăвĕ çинчен” калакан 189-мĕш Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Указа ăнлантарса пани Краснодар крайĕнчи Кущевски станицинче çак кунсенче иртнĕ пулăмсене пула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. А. Медведев 2010 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче “Право йĕркине тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен” калакан 1535-мĕш Указ йышăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çак Указĕпе влаç органĕсем тата право йĕркине сыхлакан тытăмсем преступление хирĕç кĕрешес енĕпе пурнăçламалли ĕçе йĕркелессине тĕпренех лайăхлатас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен аслă должноçри çыннисене право йĕркине тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕрмаях ĕçлекен органсем–координаци канашлăвĕсем йĕркелеме хушнă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çак Указне пурнăçласа Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнче йĕркелекен Координаци канашлăвĕ çинчен” калакан 189-мĕш Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен территори органĕсен, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, çавăн пекех çак органсемпе граждан обществин институчĕсен, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен коммерциллĕ мар организацисен çыхăнăвне йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Координаци канашлăвне йĕркеленĕ.
Координаци канашлăвĕн тĕп тĕллевĕсем–республикăри паянхи лару-тăрăва тишкересси, право йĕркине тивĕçтерес енĕпе Шалти ĕçсен министерствин территори органĕсен, федерацин ĕç тăвакан влаçĕн ытти органĕн территори органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тишкересси, Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтермелли мерăсене уйрăммăн-уйрăммăн палăртса тухасси.
Координаци канашлăвĕн председателĕ–Чăваш Республикин Президенчĕ.
Халĕ йĕркеленĕ координаци канашлăвне должноç тăрăх Чăваш Республикин прокурорĕ, Чăваш Республикин право йĕркине сыхлакан органĕсен тата федераци органĕсен территорири ытти органĕн ертÿçисем, патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисем кĕнĕ.
Координаци канашлăвне йĕркелени преступление хирĕç кĕрешес енĕпе право йĕркине сыхлакан органсен яваплăхне сирмест. Чăваш Республикин прокуратури, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви, право йĕркине сыхлакан ытти орган та Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе туллин яваплă. Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи координаци канашлăвĕ вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрĕ.
Н. В. ПРОКОПЬЕВА,
Чăваш Республикин
юстици министрĕ.