14 января 2011 г.
1.Хуçалăхсем. 2.Вăрлăх хатĕрлемелли план (центнерпа). 3.Хатĕрленĕ тата тĕрĕслеттернĕ (центнерпа). Вăл шутран кондициллĕ вăрлăхсем (процентпа).
Дуслык 1705 600 100
Ленин яч. 1790 2460 100
Колос 1000 750 33
Тойсинская 880 785 100
Звезда 1317 3749 55
Гвардеец 1646 1290 77
Чулпан 1072 0 0
Родина 859 430 0
Заря 865 0 0
Первомайск 1212 2108 66
Малалла 955 1540 77
Сидели 511 900 100
Батыревский 2229 3739 100
Мир 2107 303 5
Знамя 1754 2389 16
Труд 1598 2580 87
Красн.знамя 1952 2140 52
Хастар 1612 980 52
Югель 848 0 0
Исток 2711 4050 70
улм.-çырл. пит. 742 2100 67
Жизнь 1520 3300 58
Булинская 609 1120 12
Чемен 353 0 0
Движение 330 0 0
Шанс 1317 0 0
Куликов фх 3542 1200 0
Районĕпе 37090 38513 65
Хĕл сисĕнмесĕрех иртсе пырать, вăрлăхсене акма юрăхлă тăвассишĕн халь пикенсех тимлемелле. Ахальтен мар ĕнтĕ мĕн ĕлĕкех ватăсем: «Мĕн акатăн, çав шăтать», – тенĕ. Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран нумай килни пирки манас марччĕ. Хальхи вăхăтра улма-çырла питомникĕ, Ленин ячĕллĕ, «Колос», «Звезда», «Первомайск», «Малалла», «Мир», «Труд», «Красное знамя», «Югель», «Исток», «Жизнь» хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне сортлассипе ĕçлеççĕ.
Вăрлăхсене çĕнетесси пирки те халех шухăшламалла. Акă «Исток» хуçалăхра кĕркуннех çурхи урпан «эльф» сортне илсе килнĕ.
Районта 6 хуçалăх вăрлăх туса илессипе ĕçлет, вĕсенче те 1100 тонна ытла сутлăх пур.
О.ГЛУХОВ,
ЧР «Россельхозцентр» филиалĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕ.