19 января 2011 г.
Чăваш журналистикин аталану историйĕ “Хыпар” хаçатран пуçланать. Унăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче 105 çул çитет. Пĕр ĕмĕр ытла вăхăт сахал мар, анчах та чăваш хаçатçисен кунне республика шайĕнче вун пĕр çул каялла çеç уявлама тытăнтăмăр. Ăна ЧР Президенчĕн
2000 çулхи Указĕпе кăрлач уйăхĕнчи виççĕмĕш вырсарникун паллă тума йышăннă.
Иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх Вырăс драма театрне журналистсемпе полиграфистсем Раççей тата Чăваш пичечĕсен уявĕсен кĕрекине йышлăн пуçтарăнчĕç.
Сумлă мероприятие Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
– Республикăра паян 200 ытла хаçат-журнал тухса тăрать, çав шутра электронлă майпа тухакансем те, районсемпе хуласенче пичетленекенсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенчен кашни хăйне евĕр интереслĕ, чуна пырса тивекен материалсемпе пуян. Журналистсем хăйсен професси чăнлăхĕпе яваплăхне яланах тивĕçлипе тытса пыни вара пире уйрăмах савăнтарать. Эсир – пирĕн туссем, эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр – республикăна малалла тивĕçлĕ утма пулăшатпăр. Малашне те пĕр шухăшлă пуласса, халăхăн пурнăç шайне ÿстерме пулăшасса шанатăп! – терĕ Михаил Васильевич хаçатçăсене уявсемпе саламланă май. Çавăн пекех Чăваш Ен пуçлăхĕ ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем пачĕ.
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова журналистсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсене те çивĕчлетрĕ. Çавăн пекех пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Владимир Мидуков, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров ытти сумлă хăнасем саламларĕç.
Юлашкинчен республикăри чаплă юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
З. АЛЕКСАНДРОВА.