АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Правительстви хресчене алă тăсать

19 января 2011 г.

Шăрăх çанталăка пула ял хуçалăхĕнче лару-тăру çăмăлах маррине тата йывăрлăхран тухас тĕллевпе Чăваш Республикине хушма финанс пулăшу 109,7 миллион тенкĕ уйăрса панă. Палăртнă укçана ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене, агропромышленность комплексĕнчи организацисене ĕне-выльăх апа-чĕ валли туяннă тăкаксемшĕн компенсацилеме параççĕ.

Ял хуçалăх министерстви тивĕçлĕ проектсем хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем 2011 çулхи кăрлачăн пĕрре-мĕшĕ тĕлне миçе ĕне тытнине пăхса кашни пуçĕшĕн 1000 тенкĕ, ял хуçалăх таварĕ туса илекен организацисене пĕр выльăхшăн 1500 тенкĕ па-раççĕ.

Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен субсиди валли кирлĕ документсем пуçтарма ял поселени администрацине каймалла. (Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика