19 января 2011 г.
Хаçат редакцине патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсенче предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕн правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ыйтусем сахал мар кĕреççĕ. Çак кунсенче район прокурорĕ Ю.Фуражников хăш-пĕр ыйтăва хуравларĕ.
– Тĕрĕслев органĕсем ертÿçĕ е юридика пĕлтерĕшлĕ уполномоченнăй представителĕ, индивидуаллă предприниматель, унăн уполномоченнăй представителĕ çук чухне тĕрĕслев ирттерме пултараççĕ-и;
– Ун пек ирĕк çук. “О защите прав юридических лиц и индивидуальных предпринимателей при осуществлении государственного контроля (надзора) и муниципального контроля” Федераллă саккунăн 15 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕслев ирттерме юрамасть. Енчен те тĕрĕслев органĕнчи çынсем саккуна пăхăнмасан вĕсене явап тыттараççĕ.
– Çакнашкал Федераллă саккун налук тĕрĕслевçисене пырса тивет-и;
– Çук. Кун пирки маларах асăннă федераллă саккунăн 1 статйин 3-мĕш пайĕнче вĕсем пирки уйăрса калани пур.
– Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен тĕрĕслев ирĕкĕ пур-и;
–2008 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнчен вĕсене предпринимателĕн ĕçĕ-хĕлĕн субъекчĕсене тĕрĕслемелли ирĕкрен хăтарнă.
–Патшалăх тĕрĕслев органĕсенче ĕçлекен должноçри çынсене явап тыттараççĕ-и;
–РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 19.6.1 статйипе килĕшÿллĕн патшалăх тĕрĕслевĕн органĕнче ĕçлекен должноçри çынсем законодательствăн йĕркине пăхăнмасăр сăлтавсăр тĕрĕслев йĕркелесен, тĕрĕслев срокне пăхăнмасан, район прокуратурипе килĕшсе татăлмасăр вырăна тухса тĕрĕслев йĕркелесен, патшалăх тĕрĕслев органĕн ертÿçин хушăвĕсĕр тĕрĕслесен тата ытти те должноçри çынсене виçĕ пинрен пуçласа пилĕк пин таранччен штраф параççĕ. Çак статьяпа иккĕмĕш хут йĕркене пăссан пилĕк пинрен пуçласа вунă пин таранччен штраф тÿлеме тивет.