АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен ирĕкне хÿтĕлеççĕ

19 января 2011 г.

Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн ĕçченĕсен тÿпи те пысăк.

Асăннă следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă ра-йонсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пулакан прес-тупленисене хирĕç кĕрешет. Кунта уйрăм ертÿçи Р. Шайхалов, ертÿçĕн çумĕ Р. Салимзянов, аслă пулăшуçи В. Егоров, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлекен В. Ярушкин следователь, Д. Тазюковăпа А. Эткеров, В. Зайцев аслă следовательсем, аслă инспектор-делопроизводитель Н. Маркиданова, И. Серов водитель тăрăшаççĕ (ÿкерчĕкре).

Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 2010 çулта преступлени тунипе çыхăннă 450 ыйтăва тишкернĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх 103 уголовнăй ĕç пуçарнă. Вĕçленĕ уголовнăй ĕçĕсенчен çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кÿрессипе çыхăннă преступленисем. Пĕтĕмлетÿ çакна кăтартнă: çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Çакăн евĕр çынсем ниçта та ĕçлеменнине тата пурнăç тĕллевсĕр пурăннине па-лăртмалла. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă йĕркесене хĕснипе, халăх сывлăхне сиенленипе тата ытти енĕпе çыхăннă преступленисене асăнмалла.

2010 çулта çул çитменисене ирĕк-сĕрлессипе çыхăннă преступленисем пулчĕç. Иртнĕ çул пурĕ çул çитмен 6 ача хур курнине палăртмалла. Аслисем ясар кăмăлĕсене тивĕçтерес тесе çул çитменнисен тĕлĕшпе мăшкăл ĕçсем тунă тĕслĕхсем те пулнине палăртнă май, следстви пайĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне ачисемпе яланах тимлĕ пулма, унта-кунта кайнă чух шанчăксăр çынсемпе хăварасран асăрханма ыйтаççĕ.

2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнчен федерацин “Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен” саккунĕ вăя кĕчĕ. Çавна май граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес, преступленине уçса парас ĕçре следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та пахаллăрах ĕçлесе пыма тивĕç.

Р. ШАЙХАЛОВ,

Раççей Федерацийĕнчи следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи, юстицин кĕçĕн советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика