19 января 2011 г.
Çĕньялти “Илем” халăх фольклор ансамблĕ ял ĕçченĕсене концертпа савăнтарать. Куракансем коллективăн ĕçне, пултарулăхне яланах пысăк хак па-раççĕ. Ансамблĕн пуçламăш тапхăрĕ çултан çул аякка юлса пырать. Вăл 1991 çулхи чÿк уйăхĕнче йĕркеленнĕ. 19 çул хушшинче ансамбле 123 çын хутшăннă. Вĕсенчен 71-шĕ хĕрарăм, 52 шĕ арçын. Фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе юрă-ташă ăстисем сцена çине 267 хутчен концертпа тухнă. Вăл шутра хамăр районта çеç 33 ялта хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Унсăр пуçне сцена ăстисене Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутар республикинче, Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург тата ытти хулара та хапăл тунă. “Илем” фольклор ансамблĕ республикăри “Ĕмĕрсен эрешĕсем”, “Çĕнтерÿ салючĕ”, Пĕтĕм Раççейри “Атăлçи çăлкуçĕсем” фестивальсене тата ытти сумлă мероприятисене те хастар хутшăннă.
Фольклор искусствине пропагандăланăшăн тата творчествăри çитĕнÿсем-шĕн пирĕн “Илем” фольклор ушкăнĕ дипломсене, Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçнĕ.1999 çулта вара пирĕн коллектившăн чи пысăк чыс пулчĕ, ансамбль “халăх ансамблĕ” хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн фольклор ушкăнĕнче 17 çын. Вĕсенчен саккăрăшĕ ансамбле 1991 çултанпа çÿрет. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслă çулхисем те пур. Чи асли вара 81 çулта.
Фольклор ушкăнĕн тĕп тĕллевĕ–чăваш халăх йăли-йĕркине тытса пырасси. Çавăнпа та эпир малашне те сцена çине халăха тивĕçтерекен юрă-ташă кăларма тăрăшатпăр.
В.АНТОНОВ,
фольклор ушкăнĕн ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.