19 января 2011 г.
Нăрваш Шăхалĕнче Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов пуçарнипе 1997 çулта çуралнă тата унтан çамрăкрах ачасем хушшинче юр çинче футболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта районти шкулсенчен 10 команда хутшăнчĕ. Вăйăсем икĕ ушкăнта олимп йĕркипе иртрĕç.
Финалти вăйă Турхансемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Вĕсем Нăрваш Шăхаль–1 командăран 1:0 шутпа выляса илсе районăн хĕллехи чемпионĕсем пулса тăчĕç. Нăрваш Шăхальсен икĕ команди те иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Мала тухнă виçĕ командăна та В.Платонов Хисеп хучĕсем парса чысларĕ, футбол çамрăксен сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ.
В.КУЗЬМИН, футбол вăййине юратакан.