АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхне ырă туни харама каяс çук

19 января 2011 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе ял халăхĕшĕн кăçал Кузьмичевсем сумлă парне кÿчĕç. Ĕçĕ ансат та çăмăл пулмарĕ. Анчах Анатолий Николаевичпа Ирина Ивановна тытнă шухăша, пуçланă пуçарăва вĕçне çитерме пултарчĕçех. Пĕр енĕ 56, тепĕр енĕ 26 метрлă хоккей коробки ăсталарĕç. Ушкăн сурать кÿлĕ пулать, теççĕ. Нимелле тунă хĕл илĕртмĕшне пăхса ытармалла мар халĕ.

Лесничествăра ĕçлекен П. Христофоровпа “Булинская” хуçалăх ертÿçи С. Чаданов, Мускавран ĕçлесе килнĕ М. Чернов, П. Ларев тата ыттисем пуçарăва ырлани кăмăллă пулчĕ ĕçе малалла тăсма. Строительство материалĕ сахал кирлĕ мар-çке. Кашта, хăма, пăта тата ытти те. Каçхине выляма çутă та тумалла. Хĕл кунĕ кĕске. Ку енĕпе А. Ефимов пултаруллă пулчĕ.

Паян хоккей коробкинче ачасен хаваслă шавĕ тăрать. Коньки çине тăрса чăр-чар чĕрсе ярăнма пуçличчен каçран çунă юра тасатаççĕ. Чылайăшĕ ашшĕ-амăшне выляв хатĕрĕсем илтерчĕç. Икĕ ушкăна уйрăлса тупăшма наччасрах команда пуçтарăнать.

Хоккейла выляс енĕпе унччен те ят-сум çĕнсе илнĕ пулнă ялти çитĕнекен ăру. С. Данилов шкул директорĕнче ĕçленĕ чухне команда район, республика шайĕнче тупăшнă. Шкул спартакиадинче те ку енĕпе ăмăртасси çук. Кузьмичевсем вара спортăн çак енне чун кĕртме шутланă. Малтанах мăшăр Первомайскинчи вăтам шкулти хоккей коробкине хăнăхусем илме çÿренĕ. Халĕ кирек хăшĕ те шайба хыççăн чупма та, хапха хÿтĕлеме те пултараççĕ. Тин çеç коньки çине тăма хăнăхакансене кирлĕ сĕнÿсем параççĕ. Пĕринче Анат Чакăри Л. Шашкин çемйине чĕнчĕç. Пĕртте вĕçертмеççĕ ашшĕпе ывă-лĕ шайбăна аллисенчен. Тĕлĕнтерчĕç вĕсем. Çакнашкал ăсталăх куракан кашни çынна ăмсантарчĕ. Çакăн хыççăн ваттин, вĕттин, çулланнă, çитĕннĕ çыннăн коньки çине тăрас ĕмĕчĕ çуралчĕ. Канмалли кунсенче ир пуçласа каçчен хаваслă сасăпа тулать хоккей коробки. Хăйсен ĕçĕ сая кайманшăн Кузьмичевсем те хĕпĕртеççĕ. Хĕллехи вăхăтра халăх пушă. Уçăлма тухса сывлăха çирĕплетни пуриншĕн те лайăх-çке. Çуллахи вăхăтра çанă тавăрса ĕçлемелле. Анатолий Николаевичăн техника çителĕклех. Çĕр ĕçĕпе тимлет вăл. Акнă, лартнă чухне сахал мар усă кÿмелле ял халăхне. Ирина Ивановна та алă усса лармасть. Хĕвел çÿлелле хăпарма пуçласанах хĕл каçнă пахча çимĕçе пухса тĕрлĕ хулана ăсатать. Хĕл вăхăчĕ кану вĕсемшĕн. Çавăнпа ăна киленсе, çынпа хутшăнса, сывлăха çирĕплетсе ирттерме тăрăшаççĕ.

– Пултаратех манăн мăшăрăм. Умма лартнă тĕллеве пурнăçлас тесен яра куна апат çимесĕр те тăма пултарать,-тет Ирина Ивановна. Çак сăмахсене ял халăхĕ те çирĕплетет. Суха тăвать-и вăл, утă çулать-и хĕвел хыр тăррине кайсассăн та хырăмĕ выçнăран ял еннелле пăхмасть. Çавăнпа ун патне ĕç тумашкăн пулăшу ыйтма пыракансем те çителĕклех.

Кайăк ыйхиллĕ, теççĕ Кузьмичевсене ялта. Ун пек пулмасан çамрăклах çурт-йĕре, хуралта çакнашкал çĕнетеймен те пулĕччĕç. Алли-ури малашне те ылтăн пултăрах вĕсен. Кăмăлĕсем сар çу пек шăранччăр. Çынна ырă туни çĕре ÿкмест. Хăйсен те пурнăçĕ ăнса, ĕмĕчĕсем çитсе пыччăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика